«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева партирен кӑларма пултараҫҫӗ.
Элтепершӗн ҫулталӑк питех лайӑх пуҫланнӑ теме ҫук. Пичет кунӗнче вӑл питех хитре мар каласа хунӑ, кайран, паллах, журналистсен умӗнче каҫару ыйтнӑ. Анчах уявра вӑл каланӑ сӑмаха ОБСЕ, Репортеры без границ» организаци, ҫын прависене хӳтӗленекен ООН управленийӗ те ырламан, хӑшӗ-пӗри Элтепере отставкӑна яма ыйтнӑ.
Нумаях пулмасть тепӗр япала та пулса иртнӗ – Элтепер МЧС офицерӗ тӗлӗшпе шӳтленӗ. Ҫӗнӗ машин уҫҫишӗн сикме сӗннӗ шӳте Генсовет секретарӗ Андрей Турчак ырламан, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Михаил Васильевича партирен кӑларас ыйтӑва тӑратни пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва, тен, татса панӑ та: Элтепере партирен кӑлараҫҫӗ кӑна мар, должноҫран та кӑларас хӑрушлӑх пысӑк.
Партирен кӑларас ыйтӑва кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Тепӗр кун, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Элтепер Патшалӑх Канашӗ патне Ҫырупа тухӗ.