Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Вика Сорокина 19.01.2020 12:34 | 144 хут пӑхнӑ
Политика
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗнче ӗнер пуҫлӑх улшӑннӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, харӑсах икӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен пӗри — асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ пулнӑ Виктор Кочеткова ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен, тепри — пуҫлӑх тивӗҫне пурнӑҫлама шанасси пирки.

Аса илтерер, Виктор Кочетков ведомствӑра 2012 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче ӑна ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче инспекци пуҫлӑхне лартнӑ. Виктор Викторова ӗҫрен мӗншӗн хӑтарнине хушура ӑнлантарман.

Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Юркина шаннӑ. Инспекцире Александр Юркин (сӑнӳкерчӗкре) унччен пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

#политика, #тӳре-шара, #Элтепер, #хушусем, #инспекцисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Владимир Иванова транспорт министрӗнчен кӑларнӑ
2019, 02, 07
Паян Коршунов министра ӗҫрен кӑларнӑ
2019, 02, 27
Транспорт министерствин — ҫӗнӗ пуҫлӑх
2019, 05, 02
Светлана Ананьева каллех Элтепере пулӑшать
2019, 07, 05
Исаева каллех министра лартнӑ
2019, 11, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org