Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Петӗр Яккусен пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.01.2021 18:53 | 1577 хут пӑхнӑ
Персона

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент.

Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм тӑвайкки вӑййисем», «Уй варринче», «Юман чӗлхи» тата ытти кӗнеке авторӗ.

Петр Яковлевпа кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 9.30-10.30 сехетсенче Шупашкарта Республика пульницин асӑнмалли залра сывпуллашӗҫ.

#Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/3822.html
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.01.07 20:31
Аксар Чунтупай
Тин кӑна-ха, ҫулла, юбилейне паллӑ турӑмӑр. Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн "Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн" медалӗпе чысларӑмӑр... Ӑна халалласа район шайӗнче «Поэзирен чӑнрах тӗнче эп тупаймарӑм ҫӗр ҫинче…» викторина та ирттертӗмӗр. Питӗ шел... Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр...
Базиль Кириллов // 1242.95.8513
2021.01.07 20:39
Тепӗр чух тата пулаҫҫӗ А бывает - выпадает
Пархатарлӑ шеп кунсем: Благодатная пора.
Варкӑшпа вӑйӑ выляҫҫӗ На березы налетают
Ачаш симӗс хурӑнсем. Шаловливые ветра.

Хӗвелпе типет ҫӗн утӑ, Сохнут скошенные травы,
Ырӑ шӑршӑ тавраллах. Запах сена тут и там.
Талпӑнать чун-кӑмӑлу та И куда-то за ветрами
Варкӑшпа ӑмӑртмалла. Устремляешься ты сам...

Шел, сӑвҫсем каяҫҫӗ.
Валери ТУРКАЙ // 2053.06.5963
2021.01.08 04:31
Чӑваш литературишӗн те, чӑваш наукишӗн те питӗ пысӑк ҫухату.
Петӗр - пӗтӗм пурнӑҫне тӑван халӑхне халалланӑ ҫын.
Вӑл хӑй тахҫан суйласа илнӗ тумхахлӑ Ҫулпа вӗҫне ҫитиччен,
унталла та кунталла пӑрӑнмасӑр, утрӗ.
Тавах сана, Петӗр!
Чуну Ҫӳлти Патшалӑхра пултӑр!
Валери Туркай
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.08 10:47
Agabazar
Эх, мĕнле çынсем каяççĕ....

Пĕр тĕлте философи кандидачĕ, тепĕр тĕлте филологи кандидачĕ тенĕ. Йĕркене кĕртмелле çакна.

(«Тенкĕр» тенĕ тинĕсе чăваш,
Венгрсем çапла калаççĕ халь те). (Петĕр Яккусен, «Шупашкар тинĕсĕ»)
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.08 13:57
Agabazar
Сарлака-и кунçулăмăр сакĕ?
Ан шарла, курăнать, ав, ĕшне.
Вăрмана кĕнĕ чух — савăнса кĕр,
Илсе кĕр пурăну савăшне. (Петĕр Яккусен)
2021.01.08 18:38
Аксар Чунтупай
Трак енре Пётр Яковлевичпа сыв пуллашу кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Мӑн Шетмӗ чиркӗвӗнче 12 сехетре пуçланать. Хӑй вилес умĕн ыйтнипе 'отпевани" унта иртет.
Agabazar // 1932.50.5109
2021.01.09 05:20
Agabazar
«Отпевать» тенине Петӗр Яккусен хай те ҫапла каланӑ пулӗччӗ-и?
Чӗлхе пӗлӗвне (лингвистика) илес пулсан, П. Яковлев унта фонетист тата Фонолог пулнипе палӑрчӗ. Кун пирки те эпир лайӑх пӗлсе тӑма тивӗҫ.
.................................................................
Сарлака-и кунҫулӑмӑр сакӗ?
Ан шарла, курӑнать, ав, ӗшне.
Вӑрмана кӗнӗ чух — савӑнса кӗр,
Илсе кӗр пурӑну савӑшне. (Петӗр Яккусен)
Agabazar // 3119.14.9833
2021.01.10 16:28
Agabazar
Сарлака-и кунҫулӑмӑр сакӗ?
Ан шарла, курӑнать, ав, ӗшне.
Вӑрмана кӗнӗ чух — савӑнса кӗр,
Илсе кӗр пурӑну савӑшне. (Петӗр Яккусен)
.............................................................
Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, вӑрмана «шӑхӑрса» мар, «савӑнса» кӗрес пулать.
Шӑхӑраканни вара сарӑ кайӑк пултӑр.
Пётр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) пире ҫапла вӗрентет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем