Хӗсмет
![]() cheb.ru сайтри сӑн Канашри призывниксен сбор пунктне юсава юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ. Кун пирки ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ. Ҫавна май пункта ишсе антарма йышӑннӑ. Ҫакна республикӑра «Кӗркунне – 2019» призыв капманине йӗркелес ыйтӑва тишкерекен канашлура пӑхса тухнӑ. Канашри ҫурт юрӑхсӑррине кура канашлу пайташӗсем призывниксем валли Шупашкарта вӑхӑтлӑх пӳлӗм уйӑрма сӗннӗ. Сӑмах май, унччен Канашри сбор пунктне юсама палӑртнӑ. Укҫа-тенке РФ Хӳтӗлев министерствин уйӑрмалла пулнӑ. Анчах Строительство департаменчӗ тӗп конструкцисем кивелнине, тӑрри япӑхланнине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Филипповсен архивӗнчи сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Эльвира Филиппова ҫухалнӑ. Вӑл нумаях пулмасть, ҫурлан 30-мӗшӗнче, килтен тухса кайнӑ. Упӑшки пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм «Альцгеймер чирӗпе», ӑс-тӑн арпашӑннипе, аптӑрать. Эльвира Филиппова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Новинское» сад юлташлӑхӗнчен ҫав кун 11 сехетре тухса кайнӑ. Ку таранччен унран хыпар ҫук. Упӑшки арӑмӗ ҫухалнӑшӑн питӗ кулянать. Ним тума аптӑранӑ енне арҫын чикансенчен пулӑшу ыйтма кайнӑ-мӗн. Лешсем карт пӑхнӑ: хӗрарӑм чӗрех-мӗн. Чикансем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл темӗнле пӳлӗмрен тухаймасть имӗш. Ҫак хӗрарама курнисене 8-917-672-37-05 е 02 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ак, хайхи ҫак самант ҫитрӗ те! Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 100 пинрен иртрӗ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче кӑнаҫ 94 пин ытларахччӗ... Ҫавах та пӗрлехи вӑйпа Чӑваш халӑх сайчӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫӗр пин мӑшӑр тӑвайрӑмӑр-тӑвайрӑмӑрах! Аҫтахар Плотников, Александр Антонов, Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Оксана Антонова, Тихонова Татьяна, Марина Яковлева... Ку списока тата та тӑсма пулать — шӑп вӗсем тӑрӑшнипе ӗнтӗ ҫак корпусри чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ пӗлтерӗшлӗ чикӗ урлӑ каҫрӗ. Паллах, ку пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Йӗркеллӗ машинлӑ куҫаруҫӑ тума пӗр миллион мӑшӑр кирлӗ. Хальлӗхе пирӗн ҫак тӗллевӗн 10% ҫеҫ-ха. Ҫавах та тӑрӑшса ӗҫлесен — ҫулталӑк иртӗ-и, иккӗ-и, е виҫҫӗ — пӗр миллион мӑшӑр тӑвасси шансах тӑратпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн Елчӗк районӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ суд сакки ҫине ларӗ. Астӑватӑр пулӗ: Елчӗк тӑрӑхӗнче 15-ри хӗр ҫухални пирки, унӑн виллине пӗвере тупни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе шӑпах ҫак 18-ти йӗкӗте тытса чарнӑччӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерне, суда ярса панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени кӑҫал ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. 15-ри хӗр 18 ҫулти ҫак каччӑпа пушӑ ларакан пӳртре тӗл пулнӑ. Вӗсем унта хирӗҫсе кайнӑ. Каччӑ хӗре хӗненӗ, унтан пуртӑпа пуҫӗнчен вилмеллех темиҫе хутчен ҫапнӑ. Йӗкӗт преступлени йӗрне пӗтерес тесе ашшӗн машинипе вилене хурса кайнӑ та пӗвене пенӗ, хӑй вара ҫав вырӑнтан тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш эстрадин артисчӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич вӗсене Республика кунне тата Шупашкарӑн 550 ҫулхи юбилейне уявланӑ чухне тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ. Ҫапах лӑпланмалла мар – Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленмелле. Элтепер ҫитес уява ҫӳллӗ шайра ирттермеллине палӑртнӑ. «Пӗр команда, пӗр ҫемье пек пирӗн Чӑваш Республикине тата ҫӗклемелле», - тенӗ вӑл. Элтепер уяв мероприятийӗсем ытти регионта та иртессине пӗлтернӗ. Тӗслӗхрен, Мускав мэрӗпе Сергей Собянинпа тӗп хулара Чӑваш Ен кунӗсене ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Михаил Васильевичӑн тепӗр шухӑш та пур: республикӑри кашни районта ял ҫыннисем валли тӳлевсӗр концерт ирттересси. Юрӑҫсем вара хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пирки те каласа хӑварнӑ: концерт залӗсене тара илесси, репетицисемпе ларусем ирттерме ятарлӑ лапам ҫукки вӗсене пӑшӑрхантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() bashinform.ru сайтран илнӗ сӑн Етӗрне хулинче пурӑнакан хӗрарӑм тӑванӗнчен аванмарланса тӑман – вӑл йӑмӑкӗн укҫине вӑрланӑ. Хайхискер кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-16-мӗшӗсенче унӑн банк счечӗ ҫинчен 120 пин тенке яхӑн йӑкӑртнӑ. Укҫа-тенкӗпе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. 34 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Тӑванӗ укҫине вӑрланӑ хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ – 2 ҫул. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 18 ҫулти студент общежитири кӳршин 300 пин тенкине вӑрлани пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фонтанка.ру сайтри сӑн Нумаях пулмасть Питӗрте «Гимн кунӗ» иртнӗ. 20 пин ҫынран тӑракан хор Раҫҫей гимнне юрланӑ. Акцие ҫӗршыври 85 регионтан хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен 100 ҫын кайнӑ. Вӗсем – Шупашкарти «Классика» юрӑ капеллин юрӑҫисем. Ертӳҫи – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ – Александр Васильев. Хорта 20 пин ҫын юрланӑ, 8 пинлӗ оркестр пулнӑ. Кунашкалли историре пӗрремӗш хут пулнӑ. Ку таранччен Раҫҫей гимнне ҫакӑн чухлӗ ҫын чӗрӗ сасӑпа юрламан. Ку кӑна мар, акци тӗнче шайӗнчи рекорд пулнӑ. «Капелла» ертӳҫи Александр Васильев каланӑ тӑрӑх, Питӗре вӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри хор обществи чӗннӗ, ҫул укҫине тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем флешмоб ирттерӗҫ. Ӑна вӗсем Раҫҫейри театр ҫулталӑкне тата юбилейлӑ 60-мӗш сезона уҫнине халаллӗҫ. Артистсем флешмоба Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче ирттерӗҫ. Акци 17 сехетре пуҫлаӗӑ. Опера, хор, симфони оркестрӗн солисчӗсем М.И.Глинкӑн «Руслан тата Людмила» оперин пайӗсене кӑтартӗҫ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енре пӗрремӗш ут янӑрӗҫ. Артистсен пултарулӑхӗпе кашниех киленме пултарӗ. Пурне те хапӑлласа кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() mosregtoday.ru сайтран илнӗ сӑн Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Мари Элта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын ирхи 10 сехет ҫурӑра Пӑрачкав районӗнчи Ковырлово пӗвине кӑвакал пеме килнӗ. Анчах вӑл пӑшала предохранитель ҫине лартма манса кайнӑ. Унпа пӗрле тӑванӗ, Чӑваш Енре пурӑнаканскер, пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 67 ҫулти арҫын ӑнсӑртран Пӑрачкав районӗнче кун кунлакан 64-ри иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗне пӑшалтан лектернӗ. Юрать, лешӗ вилмеллех суранланман, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫыннӑн сылтӑм алли тата ури суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ. Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |