Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вилнисен йышӗ 570 ҫынна ҫитнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 кун кӑна иртрӗ – кӑҫал 42 ҫын ҫак амака пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫулталӑк вӗҫӗпе танлаштарсан, юлашки талӑкра инфекциленнисен йышӗ пӗчӗкрех – 102 ҫын. Сывалакансем 93-ӗн пулнӑ.
Ку таранччен республикӑра 16805 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15145-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.
Сӑмах май, юлашки талӑкра Раҫҫейре 23 пин те 351 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ.
Базиль Кириллов // 1242.95.8513
2021.01.05 23:11 | |
"11-ӗн вилнӗ", вунпӗр ҫын вилнӗ"... Нимех те мар пек. Анчах ҫыраканӗ мӗн тари пуклак иввенне пӗлтермест-и? | |
