Ял хуҫалӑхӗ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Вӑрнар районӗнче пурӑнакан Алексей Фадеев 17 ҫул ӗнтӗ ӗнесем тытать. Унӑн – ферма. Алексей патшалӑх программине хутшӑнса 10 миллион тенкӗ грант ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл унта пӗрре мар хутшӑннӑ. Условисемпе килӗшӳллӗн, патшалӑх проект суммин 60 прцентне финанс тӗлӗшӗнчен пулӑшать. «Ферма хута ямашкӑн патшалӑх 8 миллион тенке яхӑн памалла. Ытти – хамӑрӑн. Пӗтӗмпе ферма 14 миллион тенке яхӑн кайса ларӗ. Резин матсем, ҫутӑ, вентиляци пулӗ», - каласа кӑтартнӑ фермер. Кунсӑр пуҫне Алексей Фадеевӑн хуҫалӑхӗнче 100 ӗне вырнаҫмалӑх ферма хута каять ӗнтӗ. Ӗҫсене вӗҫленӗпе пӗрех, кирлӗ оборудование туяннӑ палӑртмалла: фермер патшалӑх пулӑшнипе сӗт нумай паракан 15 ҫамрӑк ӗне туяннӑ. Ку кӑна мар, вӑл выльӑх шутне ӳстересшӗн, пӑрусем валли тепӗр корпус тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк. Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() sputnik-georgia.ru сайтри сӑн Шӑмаршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел ялӗнче пӗр хӗрарӑм, 1948 ҫулта ҫуралнӑскер, пӗчченех пурӑннӑ. Шел те, унӑн инкек тӳсме тивнӗ – хӗрарӑм пушарта ҫунса вилнӗ. Ку пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Пӑчӑрлӑ Пашьелте йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, ватӑ хӗрарӑм ҫунакан пӳртрен тухайман. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн унӑн виллине тупнӑ. Халӗ ҫалӑм мӗншӗн тухнине тӗпчеҫҫӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Сӑмах май, ҫав кунах Йӗпреҫ поселокӗнче те пушар пулнӑ. Унта икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем юнашар ларакан икӗ пӳрте сыхласа хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() atomic-energy.ru сайтри сӑн Пӗлетӗр ӗнтӗ: ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пырать. Страницӑна пӑхса тӑракансем нумай. Ҫынсем унта Элтепер патне тӗрлӗ ыйтпу ҫырса яраҫҫӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр вара хӑйсене туйпа саламлама ыйтнӑ. Михаил Игнатьев ҫак ҫамрӑксен ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: туй кунхине, аванӑн 7-мӗшӗнче, хӗрпе каччӑ Правительство ҫуртӗнче, 17-мӗш хутра, пулнӑ, Элтеперпе сӑн ӳкерӗннӗ. Михаил Васильевич вӗсеме калаҫнӑ, ҫемье ҫавӑрнӑ ятпа саламланӑ. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче вара Элтепер хулара пурӑнакан Петр Корняковӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Вӑл «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗпе тӗл пулма ӗмӗтленнӗ-мӗн. «Халӑх тетелӗсенче пирӗн #мечтыдолжнысбываться хештегпа акци пуҫланнӑ. Эпир Чӑваш Енре пурӑнакансен ырӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() riafan.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mchs-info.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре оперативлӑ службӑсене васкавлӑ чӗнмелли тытӑм ӗҫлесе кайнӑ. Унта «112» номерпе шӑнкӑравламалла. Унччен ку тытӑм тест режимӗнче кӑна ӗҫленӗ. Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен республикӑра васкавлӑ службӑсене 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Шӑнкӑрав кирек мӗнле телефонран та каять: стационарлинчен те, мобильникрен те. Счет ҫинче укҫа ҫук пулсан та, СИМ-карта лартмасан та шӑнкӑрав каять. Ку – тӳлевсӗр. 112 номерпе шӑнкӑравласа ҫитсен операторсем хӑйсемех задачӑна профильлӗ службӑсене ярӗҫ. Шӑнкӑравлакан ҫыннӑн телефон номерне, унӑн даннӑйӗсене, абонент ӑҫтине палӑртаҫҫӗ. Ҫапла майпа ҫынна пулӑшу парас ӗҫ хӑвӑтланать. Чӑваш Енре шӑнкӑравсене йышӑнма ятарлӑ центр йӗркеленӗ. Специалистсем кунсерен 15-17 пин шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 14 ҫулне уявлать! Ҫакӑнпа эпир — ҫак пӗрлӗхе йӗркелекенсем тата ӑна аталантарма пулӑшакансем — сире пурсӑра та саламлатпӑр! Хӑйӗн кун-ҫулне Чӑваш халӑх сайчӗ 2005 ҫулта пуҫланӑ. Авӑнӑн 7-мӗшне вара ҫак пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ: нумай-нумай сайт хута янӑ, май ҫитнӗ таран чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑ. Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Чӑваш чӗлхи лабораторине йӗркелесе яни. Вӑл та, паллах, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпех ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмахсарсене электронлатасси, чӑваш чӗлхине компьютерта аталантарасси — ҫаксене пурне те пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех тума пуҫланӑ. Анчах та шӑп та кӑҫал эпир ҫак ӗҫсене уйрӑммӑн проектпа палӑртма пуҫлас терӗмӗр. Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ унта 100 пинрен иртрӗ (ку хыпара ҫырнӑ тӗле 101,9 пин)! Чӑваш халӑх сайтне пулӑшакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Уяв ячӗпе! |
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫитес вӑхӑтра кашни шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 14, 21 тата 28-мӗшӗсенче Шупашкарта «Хула чӗри» туризм маршручӗпе экскурсисем ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансен хулари паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ, вӗсен историне каласа кӑтартӗҫ. Ку йӑлтах - тӳлевсӗр. Экускурсисене 10 ҫын е ытларах пухӑнсан ирттерӗҫ. Хула тӑрӑх ҫуранах утма тивӗ. Малтан Хӗрлӗ тӳремре Контсантин Иванов палӑкӗ патӗнче пухӑнӗҫ. Палӑртнӑ вӑхӑт: кӑнтӑрлахи 12 сехет. Экскурсие ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 23-20-30, 23-20-32. Е tic-cheb@mail.ru электрон почтӑна «экскурси» тесе палӑртса заявка ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти аэропорт ӗҫченӗсем иккӗленӳ ҫуратакан сумка асӑрханӑ. Хайхи рюкзак кӗтмелли залра выртнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав сумкӑна ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ. Юрать, унта нимӗнле хӑрушӑ япала та пулман. Рюкзакра ҫыннӑн харпӑр япалисем, ноутбук тата укҫа выртнӑ. Укҫи вара самаях пулнӑ: 1,5 миллион тенке яхӑн. Рюкзак хуҫин, ахӑртнех, сехри хӑпнӑ. Хайхи арҫын сумки патне ҫур сехетренех вӗҫтерсе ҫитнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ҫухалнӑ япалана хуҫине тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, проект пирки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, хута каякан суту-илӳ центрӗн хуҫипе ҫеҫ калаҫнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ. Газ пӑрӑхне авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хума тытӑннӑ. Тепӗр кунхине ҫынсем митинга пухӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта суту-илӳ центрӗн хуҫи шухӑшласа кӑларнӑ. Газ пӑрӑхӗсене хунӑ хыҫҫӑн ҫак пуҫлӑх ҫул сарма укҫа уйӑрассине ӗнентереҫҫӗ: 1 уйӑх ҫурӑра вак чул сармалла-мӗн. Ҫакна пӗлтерсен халӑх тата кӑмӑлсӑрланнӑ: пӑрӑхсене хурсан тӑпра вӑрах вӑхӑт анӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара пылчӑк ҫӑрма тивӗ. «Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова. Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |