Чӑваш Енре кӑҫал юлашки Спорт кунне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, ирттермеллеччӗ. Анчах кӑшӑлвирус пандемине пула мероприятие йӗркелемен. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.
ЧР Элтеперӗн 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра тренировкӑсене тата спорт мероприятийӗсене куракансемсӗр ирттерме юрать. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗмре 25 ҫынран ытларах пулмалла мар, уҫӑ лапамра – 50 ҫынран ытларах мар.
Аса илтерер: пандемине пула Роспотребнадзор кафесенче корпоративсем ирттерме чарнӑ.