Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ.
Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ.
Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ).
Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ.