Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫынна суд кӗтет. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех район сучӗ пӑхса тухӗ.
Арҫынна пӗчӗк ачана хӗненӗшӗн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн, сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, авӑнӑн 3-5-мӗшӗсенче ҫак арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн 6 ҫулти хӗрне пӗрре мар хӗненӗ. Лешӗ амӑшне хӳтӗленӗ-мӗн.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче арҫын хӗрачана телефон зарядникӗпе пуҫӗнчен, аллинчен, кӗлткинчен ҫапнӑ. Унтан балкон хӗррине илсе пынӑ та аллипе ҫӗклесе пуҫӗпе аялалла тытнӑ, ҫӗр ҫине перессипе хӑратнӑ. Хваттер 3-мӗш хутра пулнӑ.
Амӑшӗ следстви вӑхӑтӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл арҫынран хӑранӑ тата хваттертен кӑларса ярасран шикленнӗ. Халӗ вӗсем пӗрле пурӑнмаҫҫӗ.