Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Виҫӗ ача амӑшне колоние ӑсатнӑ

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Таисия Ташней 30.08.2020 06:49 | 1110 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Ен Аслӑ судӗнче Красноармейски районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.

27 ҫулти амӑшне ачисене алимент тӳлеменшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Алимент парӑмӗллӗ виҫӗ ачаллӑ хӗрарӑма Красноармейски районӗн сучӗ ӗҫлесе юсантарас тенӗ.

Анчах вырӑнти прокуратура айӑплава ытла та ҫемҫе тесе аппеляци мелӗпе республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ.

Алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма унччен явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 461 пин тенке ҫитнӗ. Амӑш прависӗр юлнӑскер тӗпренчӗкӗсем пирки пачах та шухӑшламан тейӗн. Унсӑр пуҫне вӑл ют пурлӑха вӑрласа судпа айӑпланнӑ.

Чӑваш Ен Аслӑ сучӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.

#яваплӑх, #прокуратура, #ачасем, #судсем, #парӑмсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CEbaeuQpU0z/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ывӑлне алимент тӳлемен амӑшне ирӗксӗр ӗҫлеттерӗҫ
2019, 09, 23
Министерствӑран та шикленмен
2019, 11, 18
Амӑшӗ ывӑлне пӑвма хӑтланнӑ, ҫӳп-ҫап контейнерне пӑрахассипе хӑратнӑ
2019, 12, 05
Приставсенчен 80 пин тенкӗ шыраса илнӗ
2019, 12, 07
Прокуратура ача-пӑча лапамне администраци балансӗ ҫине илтернӗ
2020, 03, 01

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org