Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлессинчен пӑрӑннӑ. Ҫавӑншӑн ӑна ӗҫлеттерсе юсанмалла тунӑ.
Хӗрарӑмӑн 11 ҫулти ывӑл пур-мӗн. Анчах амӑшӗ ун пирки маннӑ тейӗн. Ачан хырӑм та выҫать, ҫипуҫ та кирлӗ. Явапсӑр хӗрарӑм ҫавӑн пирки шухӑшламан курӑнать. Алимент парӑмӗ унӑн 500 пин тенке ҫывхарнӑ.
Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне те — алимент тӳлеменшӗн. 2014 ҫулта ӑна малтан ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пӑхӑнманнине кура 2 уйӑх та 20 кунлӑха колони-поселение ӑсатнӑ. Хальхинче суд парӑмлӑ амӑшне 1 ҫул ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑӑрӑх, ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе илнӗ тупӑшӑн 10 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.