Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хулинче килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын хӑйӗн ар хатӗрне ачасене кӑтартнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хупса хумалла тунӑ. Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын 8-11 ҫулсенчи 4 хӗрача патне пынӑ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнче вылянӑ. Арҫын ар хатӗрне уҫса кӑтартнӑ хыҫҫӑн таҫта кайса ҫухалнӑ. Ачасенчен пӗри киле кӗрсен ашшӗне евитленӗ. Арҫын пакунлисене пӗлтерме васканӑ. Пӑтӑрмахчен 6 кун маларах арҫын хуран вӑрланӑ. Хуҫи тӑкака 2,5 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтернӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ӑна 13,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |