Ашшӗ киле ӳсӗр таврӑнсан амӑшӗпе тӑтӑшах хирӗҫнӗ. 14 ҫулти ывӑлӗ вара харкашура амӑшне хӳтӗленӗ. Ку ашшӗне тарӑхтарнӑ, ҫавӑнпа вӑл ывӑлне те хӗрхенмесӗр ҫапнӑ.
Ку истори Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫемье пирки. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 57 ҫулти ашшӗ ывӑлне пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫӗртмеччен шар кӑтартнӑ.
Кӗҫех ҫак арҫыннӑн 18 ҫул тултарман ывӑлне шар кӑтартнӑшӑн, ӑна тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн суд умӗнче явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Етӗрне районӗн судне пӑхса тухма панӑ.