Политика
![]() Prooren.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 2 уйӑх иртрӗ. Вӑл виличчен РФ президнтне суда панӑччӗ, шанӑҫран тухнӑран отставкӑна янипе килӗшменччӗ вӑл. Михаил Васильевич суд кунне кӗтсе илеймерӗ – вилчӗ. Каярахпа ваккат тавӑҫа Аслӑ суда панӑччӗ, анчах ӑна тивӗҫтермен. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Сергей Ванюков ваккат ҫӑхава саккас ҫырупа ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа судне ярса панӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьева отставкӑна яни – тӗрӗс мар, унӑн граждан прависене пӑсни ку. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Европа сучӗ тавӑҫа илни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |