Персона
![]() cheboksari.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак самантра питех те хурлӑхлӑ хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев вилнӗ. Ку усал хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вуласа пӗлтӗмӗр. Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра Питӗрти пульницӑсенчен пӗринче сипленнине хыпарланӑччӗ. Федераци МИХӗсенчен пӗри, «РИА Новости», Михаил Игнатьевӑн ӳпки икӗ енлӗн шыҫнине, пӗлтернӗ. Вӑл чӗре чирӗпе те аптӑранӑ. Шупашкар районӗнчи Тӑманакасси (халӗ вӑл ял Кӗҫӗн Турханӑн пӗр урамӗ шутланать) ялӗнче 1962-мӗш ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вырӑнти хуҫалӑхри бригадир та пулнӑ вӑл, «Прогресс» хуҫалӑх председателӗнче, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче, ял хуҫалӑх министрӗнче тӑрӑшрӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулчӗ. Мӗнех, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр... | ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |