Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫалавҫӑсем

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ. 12 ҫулти хӗрача Атӑлта юраман вырӑна ишсе кайнӑ та путса вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Ҫакӑ паллӑ: хӗрача пляжра амӑшӗпе тата икӗ аппӑшӗпе пулнӑ. Тахӑш самантра вӑл ишсе кайма юраман вырӑналла кайнӑ, ҫавӑнта путнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине пӗр сехетрен ҫеҫ тупнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Республикӑра
sntrassvet.ucoz.ru сайтри сӑн
sntrassvet.ucoz.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: дачӑра ҫын шӑнса вилме пуҫланӑ. Ҫӑлавҫӑсем Шупашкар районӗнчи «Унга» дачӑна ҫитнӗ.

Унта вара 73 ҫулти арҫын выртнӑ, алли-ури шӑнса кӳтнӗ, тӑм илнӗ. Ун пирки ҫӑлавҫӑсене кӳрши, дачӑна йӗлтӗрпе ҫитнӗскер, пӗлтернӗ.

Арҫын дачӑра пурӑннӑ-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем дачӑна юрҫӳренпе ҫитнӗ, ватӑ ҫынна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем патне ҫитернӗ. Лешсем вара ӑна пульницӑна леҫнӗ.

Халӗ йӗрке хуралҫисем арҫын мӗншӗн дачӑра пурӑннине тӗпчеҫҫӗ.

 

Кӳршӗре
dneprovec.by сайтри сӑн
dneprovec.by сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Мари Эл вӑрманне ҫырла пуҫтарма кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӑл Звенигово районӗнче пулнӑ, каялла тухма ҫул тупайман.

Иртнӗ канмалли кунсенче дежурнӑй пульчӗ ҫине ватӑ арҫын ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ӑна шырама Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫула тухнӑ. Вӑхӑт питех нумай иртмен – Шупашкар арҫыннине ултӑ сехетрен тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, киле йӗркеллех ҫитнӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шыраса тупнӑ.

 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ГИМС управленийӗн центрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Алексеев Балти тинӗсӗ хӗрринче каннӑ чухне 12 ҫулти ачана путасран ҫӑлнӑ. Вӑл Калининград облаҫне службӑра тӑракан ывӑлӗ патне отпуск вӑхӑтӗнче кайнӑ.

Вӗсем тинӗсе шыва кӗме кайнӑ, анчах шыв сивӗрех пулнӑран ҫыран хӗрринчех калаҫса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра такам пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ – ача путма пуҫланӑ иккен. Валерий Алексеев пулӑшма ыткӑннӑ. Вӑл ачана ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

Ача шыва кӗнӗ чухне канма шутланӑ, ура ҫине тӑма хӑтланнӑ. Анчах ҫав вырӑнта тарӑн шӑтӑк пулнӑран ури ҫӗре перӗнмен. Хӑраса кайнӑ арҫын ача шыва чыхӑнма пуҫланӑ. Ӑна ҫыран хӗррине илсе тухсан медпулӑшу кирлӗ пулман.

 

Республикӑра

Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ. Шупашкарти пляжсенче шыва кӗрекен, анчах тахӑш самантра путас патне ҫитнӗ ҫынсене ҫӳлти хӑват кӑна мар, ҫӑлавҫӑсем те пулӑшнӑ. Виҫӗ ҫын тимлӗхне пула, вӗсем ӗҫе тимлӗ пурнӑҫланипе ҫирӗм ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Вӗсене Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер ирпе ирттернӗ канашлура чысланӑ.

Тав хучӗсене Максим Нуржанов (вӑл 9 ҫынна ҫӑлнӑ, ҫав шутра 6-шӗ — ачасем), Михаил Катмичев (7 ҫынна пулӑшнӑ, ҫав шутра 5 ача) тата Овсеп Тиранян (4 ачана шывран туртса кӑларнӑ) тивӗҫнӗ. Шупашкарта ятарласа уҫнӑ пляжсенче шӑпах ҫакӑн пек чӗрӗ те вӑр-вар ҫӑлавҫӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра инкексене сирейнӗ. Маттурсене Алексей Ладыков тав тунӑ, хастарсен тӑрӑшулӑхӗ ҫынсен ҫемйисене куҫҫуль илсе килесрен асӑрханине палӑртса хӑварнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 13

1885
141
Юман Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1913
113
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1937
89
Скворцов Сергей Ефимович, РСФСР тата ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи, вӗрентӳҫӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ