Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ. Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ. Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |