Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна Чӑваш Енре асра тытаҫҫӗ.
Кӑҫал та кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, паллӑ ҫын ҫуралнӑ кун, Етӗрне районӗнчи Палтайӗнчи вӑтам шкулта митинг иртнӗ. Унта «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн ӗҫченӗ А. Галкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В. Офаринов, районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Н. Степанова, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Никифоров, Палтай шкулӗн директорӗ Т. Андреева тата ыттисем сӑмах каланӑ.
«Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская — чӑваш наци культурин паллӑ ӗҫченӗ. Чӑваш киновӗпе театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ, вӑл 7 фильм хатӗрлеме хутшӑннӑ, 5 спектакльте вылянӑ. Тӗнче литературин чи лайӑх тӗслӗхсене чӑвашла куҫарнӑ. Мӑшӑрӗпе, И. Максимов-Кошкинскийпе, темиҫе пьесе ҫырнӑ», — ҫапла палӑртнӑ тухса калаҫакансем.
Тани Юна хисеплесе шкул ҫине ҫакнӑ астӑвӑм хӑми патне чечек хунӑ.