Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Борис Чиндыкова литература тӗпелне йыхравланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.08.2020 16:41 | 1493 хут пӑхнӑ
Культура

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Борис Чиндыков ҫыравҫӑна, драматурга, тӑлмача литература тӗпелне йыхравланӑ.

Ҫыравҫӑ ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче 60 ҫул тултарчӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ҫуралнӑ. 1984 ҫулта Мускаври А.М. Горький ячӗпе хисепленекен литература институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл калем ӑсти ҫеҫ мар, хаҫат-журнал редакторӗнче те ӗҫленӗ. 1990 ҫулта, тӗслӗхрен, «Аван-и» хаҫат кӑларма тытӑннӑ. 1994-1997 ҫулсенче «ЛИК Чувашии» журнал редакторӗ пулнӑ. Пӗр вӑхӑт Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ чух пичет кӑларӑмне содержани тата дизайн енчен палӑрмаллах ҫӗнетме ӗлкӗрнӗ.

Борис Чиндыковпа йӗркелекен литература тӗпелне вулавӑшӑн YouTube каналӗнче https://www.youtube.com/watch?v=Gb1nw1hTpwU&feature=youtu.be пӑхма май килӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.

Справки по телефону: (8-352) 23-02.17, доб. 145.

#Палтай, #культура, #пултарулӑх, #вулавӑшсем, #Етӗрне районӗ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4175.42.3625
2020.09.02 21:02
Agabazar
Куртăмăр.
Павел Егоров — Çĕпрел районĕнче мар, Пăва районĕнче çуралнă. Ялĕн ячĕ — Кугальна. Вăл чăнах та вырăс ялĕ шутланать. Хальхи вăхăтра унта чăвашсем те самаях пулма пултараççĕ. Анчах та Павел Егоров çуралнă вăхăтсенче Кугальна тап-таса вырăс ялĕ шутланнă пулмалла. Çавăнпа та Павел Егоров такампа «эп вырăс» тесе тавлашкалани пит кулăшлах та мар. Паллах, унăн несĕлне документсем тăрăх та тĕрĕслеме пулать, питех кирлĕ пулсан. Йывăр япала мар ку.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем