Культура
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Юрий Скворцовӑн проза тӗнчи» онлайн-каҫ иртӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланӗ. Ӑна вулавӑшӑн Ютубри каналӗнче курма май килӗ. Ӑна чи вуланакан ҫыравҫӑсенчен пӗри, Юрий Скворцов, ҫуралнӑранпа 90 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие пултаруллӑ прозаик, литературовед пултарулӑхне тӗпченисем, вулакансем хутшӑнӗҫ. Юрий Скворцовӑн чи пирвайхи сӑвви «Ялав» журналта 1953 ҫулта пичетленнӗ. Унӑн ҫепӗҫ сӑввисем килӗшнӗрен Г. Хирбю, Ф. Лукин, А. Токарев тата ытти композитор юрӑсем кӗвӗленӗ. Пултаруллӑскер инди, серб, венгри, мари ҫыравҫисен хайлавӗсене, С. Есенинпа Я. Купала сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Юрий Скворцовӑн повеҫӗсемпе калавӗсем паян та вулакансене ҫывӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |