Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ.
Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.