Шупашкар районӗнчи Котеркассинче пурӑнакансем ҫуркуннепе кӗркунне ҫул ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мар ӗнтӗ. Ҫуркунне, юр ирӗлсен, уйрӑмах йывӑр. Котеркассисен уй урлӑ каҫма тивет-мӗн. Хӗлле, ҫил-тӑман вӗҫтернӗ чух та, Котеркасси ял ҫыннисене чарӑнӑва ҫитме йывӑррине, вӗсен упаленсе тенӗ пек ҫӳреме тивнине пӗлтернӗ. Вырӑнтисем ҫавӑ пӗртен-пӗр ҫул тесе ӗнентереҫҫӗ.
«Эпӗ — нумай ачаллӑ амӑшӗ. Манӑн та, ялти ытти ҫыннӑн та чарӑнӑва уй урлӑ тухма тивет. Урӑх ҫул ҫук пирӗн», — кӑмӑлсӑрланса пӗлтернӗ Котеркассинчи ҫамрӑк хӗрарӑм республикӑри МИХсенчен пӗрине.
Хаҫата ҫӑхавличчен вӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ патне ҫитнӗ-мӗн. Анчах лешӗ нимӗн те тумасть иккен. Вӑл ҫул сарма мар, хуравлама та ӳркеннӗ.