Культура
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти академи камера хорӗн юбилей концерчӗ пулӗ. Вӑл Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Программӑна «И это все о нас» (чӑв. Ку вӑл йӑлтах пирӗн ҫинчен) ят панӑ. Камера академи хорӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври конкурссен лауреачӗ. Ушкӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Нина Пирогова ертсе пырать. Хор Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗнче шутланать. Вӑл 40 ҫул ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Юбилей концертне «Фреш» ташӑ ушкӑнӗ, Л.И. Шиманская ячӗллӗ классика ташӑ ансамблӗ, «Каприс» вокал ансамблӗ, хулари ытти коллектив хутшӑнӗ. Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |