Ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хӑйӗн 550 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗ.
Тем те пулӗ программӑра. Вӗсенчен хӑшӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотсен ушкӑнӗ, сӑмахран, 11 сехетре Шупашкарти Юрӑ уйӗ патӗнчи лапамра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерӗ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) наци кухнин регионсем хушшинчи фестивалӗ Амӑш монуменчӗ патӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. 14 сехетре Республика лапамӗнче «Чебоксары — город славы трудовой!» (чӑв. Шупашкар — ӗҫ мухтавӗн хули) фестиваль Шупашкарти предприяти-организацисемпе паллаштарӗ.
Юрӑ уйӗнче 19 сехетре Петр Захаров юрӑҫ концертне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл — Питӗр хулинчен. «Голос» (чӑв. Сасӑ) телешоу ҫӗнтерӳҫи. Питӗрти паллӑ бас-баритон Раҫсейри тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ.