Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ветерансене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 15.03.2020 08:11 | 530 хут пӑхнӑ
Республикӑра
Олег Николаев
Олег Николаев

Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.

#укҫа-тенкӗ, #тӳлевсем, #ветерансем, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене ҫулсеренех укҫан хавхалантарӗҫ
2019, 04, 25
Ветерансене — 75 пин, тыл ӗҫченӗсене 50 пин парӗҫ
2020, 01, 20
Социаллӑ тӳлевсене индексацилесшӗн
2020, 02, 06
Вӑрҫӑ ветеранӗсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ
2020, 02, 17
Пуянсем пӗр кунта 139 миллиард доллар ҫухатнӑ
2020, 02, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org