Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Вӑрҫӑ ветеранӗсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 17.02.2020 20:53 | 395 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Паянхи планерка. Cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
Паянхи планерка. Cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫӳл ҫитет. Ҫавна май вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне республика хыснинчен те укҫа уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Правительствинче паян ирпе ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӑрҫа хутшӑннисене 25-шер пин тенкӗ хушма укҫа уйӑрассине ырланӑ. Ун валли хыснара укҫа тупма май пур иккен. Ҫапла вара Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.

Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизаровӑна тивӗҫлӗ саккун проектне вӑраха хӑвармасӑр хатӗрлеме хушнӑ.

#укҫа-тенкӗ, #уявсем, #ветерансем, #канашлусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вӑрҫӑ ветеранӗсене тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ
2019, 04, 07
Республика кунӗ кӑҫал Хӗрлӗ Чутай районӗнче иртӗ
2020, 01, 04
Ветерансене — 75 пин, тыл ӗҫченӗсене 50 пин парӗҫ
2020, 01, 20
Ветерансем пуйӑспа тӳлевсӗрех ҫӳрӗҫ
2020, 01, 20
2021 ҫулта Республика кунне ӑҫта ирттерӗҫ?
2020, 02, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org