Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.8 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Content-Type:text/html;charset='utf8' Хыпарсем
 Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.8 °C
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче, Шупашкар хулинче, хӑйне евӗр экспозици вырӑн тупнӑ. Вӑл – Император фарфор савучӗ Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин проектне тӗпе хурса тунӑ чей сервизӗ.

Санкт-Петербургран илсе килнӗ комплектра чейник тата 14 чей курки шутланать. Вӗсенчен кашнине Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи эрешсемпе илемлетнӗ. Кӗскӗ эрешӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ӑна чейник ҫине ӳкернӗ, вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен тӗрлӗ эрешне пӗрлештерет.

Сӑмах май, Император фарфор савучӗ унччен те Чӑваш наци музейӗ валли чӑваш эрешӗллӗ тата ытти регионсенчи орнаментсене ӳкернӗ чей куркисем туса кӑларнӑ. Халӗ коллекцире – хӑйне евӗр сервиз.

 

Республикӑра
 fotobus сӑнӳкерчӗкӗ
fotobus сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене кӑҫал пысӑк класлӑ 16 автобус илсе килмелле. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ транспорт валли янӑ заявкӑна ырланӑ ӗнтӗ.

Ҫитес ҫул республикӑна пысӑк класлӑ 30 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килмелле. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта рейссене тухӗҫ.

Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал республика пысӑк класлӑ 27 автобус туяннӑ ӗнтӗ. Ку тӗллевпе 427 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Кунсӑр пуҫне 9,8 миллион тенкӗлӗх 2 ГАЗель илсе килнӗ.

Икӗ ҫулта республика пӗтӗмпе 76 автобус тивӗҫӗ. Хальлӗхе вӗссем мӗнле маршрутсем ҫине тухассине пӗлтермен. Паянхи куна ҫакӑ паллӑ: ҫитес ҫул Чӑваш транспорт управленийӗ 11-мӗш троллейбуса пӑрахӑҫласа ун вырӑнне аэропорт таран автобуссем ярӗ.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Котеев 65 ҫул тултарнӑ.

«Николай Александрович, Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ӗҫтешӗрсем сире хисеплеччӗр», — тесе саламланӑ артиста Чӑваш академи драма театрӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.

Николай Котеев 1961 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 2018 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн республикӑри конкурсӗнче те палӑрнӑ.

 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 12 медицина учреждение пӗрлештерсе 4 пысӑк больница туса хурӗҫ, Канашри медицина центрӗ вара хӑйӗн ятне ылмаштарӗ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Канашри медицина центрӗ ҫумне Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канашри район больницине, Йӗпреҫри тӗп район больницине пӗрлештерӗҫ. Ун хыҫҫӑн ку учреждени «Канашри районсем хушшинчи больница» хысна учрежденийӗ пулса тӑрӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больници ҫумне Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрне, Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи больницине, Куславккари тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи больницӑсене пӗрлештерӗҫ.

Республикӑн клиника больницине Президентӑн пепкелӗх центрӗпе, Хулари тӗп больницӑна Хулари клиника центрӗпе пӗрлештерӗҫ.

Маларах Хӗрлӗ Чутайӗнчи больницӑна Элӗкрипе, Патӑрьелӗнчине Шӑмӑршӑрипе тата Елчӗкрипе пӗрлештернӗччӗ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Елчӗк округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Владимир Тяптушкин черетлӗ серилта ӳкерӗннӗ. Вӑл «Коп-звезда» ятлӑ.

Камитлӗ сериала ТНТ телеканалпа ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑтартма тытӑнӗҫ. Ку Владимир Тяптушкиншӑн – камит жанрӗнчи пӗрремӗш опыт. Вӑл унта Мудров рольне вылять. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн сӑнарӗ чее, пултаруллӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне юратакан ҫын.

Сӑмах май, Владимир Мускавра питӗ ӗҫлӗ пулсан та тӑван тӑрӑхӗ пирки манмасть, килсех ҫӳрет. Вӑл Чӑваш Ене икӗ уйӑхра пӗрре те пулин килме тӑрӑшать. Уншӑн тӑван ялӗ – чи хитре вырӑн. Ҫавӑн пекех вӑл Шупашкар хулинчи тӗп урамсенче уҫӑлса ҫӳреме юратать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19348
 

Культура
МАХри "Хыпар" каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
МАХри "Хыпар" каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов ытти хайлавран уйрӑлса тӑракан хӑватлӑ юрӑ ҫырма ыйтнӑ. Кун пирки вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче чӑваш эстрада артисчӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.

«Вӑл юрӑ пирӗн йӑх-несӗлӗмӗрсем патне тавӑртӑр: ҫемье, ял, хула, йӑх-несӗлӗмӗре асра тытнине патне», — тенӗ вӑл. Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн питӗ тӗрӗс шухӑшлӑ йӗркесем пур: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр». «Ку сӑмахра пирӗнччен малтан пурӑннисене хисеплени, паян пуррисен пӗрлӗхӗ, ыран, пирӗн хыҫҫӑн, килекенсене шанни», – тенӗ Сергей Артамонов.

Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкӑн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольга тата Анна Пегановсем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фольк-ушкӑн тата ытти музыкант хутшӑнма пултарать.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкарта машина ҫулӗ урлӑ ҫӗр айӗпе каҫмалли ҫулсене юсӗҫ. Кунта сӑмах ҫуран ҫӳрекенсем валли тунӑ ҫулсем пирки пырать.

Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче ун пек ҫулсене виҫӗ вырӑнта юсӗҫ: Хӗвелтухӑҫ поселокра, Мускаври автомобиль ҫулӗн институчӗ тата «Аникеево» чарӑнусенче. Объектсене ҫутатса тӑмалла та тӑвӗҫ.

Унсӑр пуҫне ҫав объектсен ҫивиттине юсӗҫ, шыв юхса каймалли вырӑнсене йӗркелӗҫ.

Тӗплӗ юсавӑн проектне яваплӑ службӑсем ырланӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AZ-tEjPMCQU
 

Пӑтӑрмахсем
Суд приставӗсен управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Суд приставӗсен управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳре пӗр арҫын суда ҫӗҫӗпе кӗрес тенӗ. Ӑна вӑл дозиметрта пытарнӑ.

Суда кӗрекенсене суд приставӗсем тӗрӗслеҫҫӗ те. Сергей Гаврилов кӗҫӗн лейтенант тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Пытарнӑ ҫӗҫҫе шӑпах вӑл асӑрханӑ та.

Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 59 ҫулти арҫын суда ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑ май пынӑ. Кӗнӗ чухне унран сумкӑра мӗн пуррипе кӑсӑкланнӑ, тем тупса палӑртсан чап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ-мӗн.

Суд приставӗ тӗрӗслеме тӑнӑ та арҫыннӑн кӗсйинче дозиметр асӑрханӑ. Унта вара ручка евӗр ҫӗҫӗ выртнӑ. Суда мӗншен ӑна илсе пынине арҫын ӑнлантарса парайман, вӑл ҫумра пулни ҫинчен манса кайнӑ тесе каланӑ.

Суд приставӗ каланине итлеменшӗн арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-217040306_978
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнче ҫулпа пыракан «КамАЗ» машина хыпса илнӗ. Вӑл «М-7» автоҫулпа пынӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йывӑҫ кӑмрӑкӗ тиенӗ машина ҫунма пуҫласан инкек вырӑнне Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Ҫулӑма вӗсем пилӗк минутра сӳнтерме пултарнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель шар курман, вӑл таса сывах.

Пушар менле сӑлтавпа тухнине специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Банк вилнӗ салтакӑн парӑмне унӑн ашшӗнчен шыраса илме тӑнӑ. Ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Тавӑспа суда тухаканни — кредит учрежденийӗ. Салтака кайиччен, 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, арҫын кредит илнӗ. Пурӗ 120 пин тенкӗ. Парӑма унӑн 1097 кунта тӳлесе татмалла пулнӑ. Кайран, Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, арҫын салтака тухса кайнӑ, 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл Донецк халах республикинче вилнӗ.

Банк ҫавна кура парӑма арҫыннӑн ашшӗнчен шыраса илес тенӗ. Пурӗ 106 пин те 291 тенкӗ.

Суд вара урӑхларах йышӑну кӑларса панӑ. Мӗншӗн тесен саккун ҫавӑн пек калать.

 

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, ... 4220
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑхӑта ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелли тапхӑр. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче ҫемьепе апатланӑр е туссемпе уҫӑлса ҫӳрӗр. Ку тапхӑр партнерсемпе хутшӑну йӗркелеме те аван. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпар илтес е тӑшмана тӗл пулас хӑрушлӑх пур, ку вара кӑмӑла вӑйлах пӑсӗ.

Утӑ, 31

1986
40
Евстафьев Николай Филиппович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть