Республикӑра
myslo.ru сайтри сӑн Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ. Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ. Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын. Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
НТВ сюжетӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «НТВ» телеканалпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи учителӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сюжетра Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Мӑналти шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Анжела Московцевӑпа паллаштарнӑ. Унта чӑваш чӗлхине рэп урлӑ вӗренеҫҫӗ иккен. Андрей Шамин хатӗрленӗ сюжетра урок епле иртнипе паллаштарнӑ. Маларах Анжела Московцева «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх учителӗ – 2023» конкурсӑн 15 лауреачӗ йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвайра Ленин урамӗнче фермер пасарӗ кӗҫех уҫӑлӗ. Контрактпа килӗшӳллӗн, подрядчикӑн ӑна раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Вырӑнти фермерсем унта хӑйсен продукцине сутӗҫ. Фермер пасарне икӗ тапхӑрпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ - территорие хӑтлӑлатасси тата парковка тӑвасси. Кун валли 1,36 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна вӗҫленӗ ӗнтӗ. Хӑтлӑх кӗртессин икӗмӗш тапхӑрне Мускав облаҫӗнчи подрядчик пурнӑҫлӗ. Унпа 3,37 млн тенкӗлӗх контракт тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округне тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ та каҫхине уҫӑлма тухма шутланӑ. Анчах хайхискер ҫырмара ӳксе урине вӑйлах амантнӑ, утайми пулса ларнӑ. Вӑл хӑйех васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ, анчах ӑҫта пулнине татӑклӑн калайман. Тухтӑрсем ӑна тупайман, полицирен пулӑшу ыйтма тивнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонӗ лайӑх тытман, зарядки те пӗтсе ҫитнӗ. Ӑна 2 сехет ҫурӑ шырасан тин тупнӑ. Вӑл урине хуҫнӑ иккен. Лариса Кузьминапа Николай Яковлев фельдшерсем ыратнине ирттерекен укол тусан ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
artembolnica2.ru сайтри сӑн Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах. Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
"Пятница" телеканалти видео скринӗ Етӗрнере пурӑнакан 12 ҫулти Александр Калашников «Пятница!» телеканалпа пыракан «Умнее всех» кӑларама хутшӑннӑ. Вӑл паян 22 сехетре эфира тухӗ. Александр тухтӑр пулма ӗмӗтленет. Вӑл хӑйӗн йӑхӗнчи ҫак ӗҫе малалла тӑсасшӑн. Кӑларӑмра ачасем укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ. Тӑватӑ раундра вӗсем балсем ҫӗнсе илеҫҫӗ. Юлашкинчен балсем укҫана куҫаҫҫӗ. Пирӗн ентеш кӑларӑмра мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнӗ? Кӑларӑма пӑхсан пӗлме пулӗ. Пӗр япалана ҫеҫ калар: Александр Тина Канделаки телеертӳҫӗн пӗтӗм ыйтӑвне хуравлама тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн Кӑҫал пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмаш шкулӗн территоринче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ӑна халӗ те юсаман-ха. Ун чухне асфальт тата тимӗр карта сиенленнӗ. Шкул территорине йӗркене кӗртекен подрядчике тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине икӗ хутчен пӗлтернӗ. Пӗрремӗшне юпа уйӑхӗнче тин ирттерме палӑртнӑ. Анчах иккӗшне те никам та хутшӑнман. Малтанхи хак 9,8 млн тенкӗ пулнӑ. Халӗ каллех аукцион ирттереҫҫӗ. Хакӗ унчченхи пекех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» пьеси тӑрӑх «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑна лартнӑ. Асӑннӑ хайлава автор 1848-1850 ҫулсенче Парижра пурӑннӑ чух ҫырнӑ иккен. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна цензура усӑ курма та чарнӑ пулнӑ. Пӗрремӗш хут Мускаври Пӗчӗк театрта ку пьесӑпа 1872 ҫулта спектакль кӑтартнӑ. Спекталкь режиссерӗ – Дмитрий Миронов, художникӗ – Светлана Зверева, режиссера пулӑшаканӗ – Валерий Карпов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наци театрӗсен Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи «Чӗкеҫ» фестивалӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫичӗ номинацире палӑртнӑ. Ӗпхӳри «Нур» патшалӑхӑн тутар театрӗн «Фатима» спектакльне «Чи лайӑх спектакль» тесе йышӑннӑ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Тутарстанри Г. Камал ячӗллӗ академи театрӗн «Пепел» спектаклӗшӗн Айдар Заббарова чысланӑ. Ҫармӑссен наци драма театрӗн «Китайская бабушка» спектаклӗнче вылянӑ Антонина Антоновӑна «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнар» номинацире палӑртнӑ, Ӗпхӳри «Нур» театрӗн артисткине Чулпан Раяновӑна — «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑн актёрӗсене Эмиль Талипова тата Алмаз Бурганова — «Актёрсен чи лайӑх ансамблӗ» номинацире; Калмӑк Республикинчи Баатр Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗн артистне Очир Такаева — «Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире; Тутарстанри Галиасгар Камал ячӗллӗ театрӑнчи Айдар Заббарова — «Чи лайӑх режиссер» номинацире. Чӑваш академи драма театрне вырӑс классикине чӑваш сцени ҫинче лартнӑшӑн палӑртса хӑварнӑ. Аса илтерер: фестивале чӑваш артисчӗсем Иван Тургеневӑн «Месяц в деревне» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Пӗр уйӑх ҫеҫ пӗрле» драмӑпа хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ библиотекинче сухӑрсем валли пултарулӑх студийӗ уҫӑлӗ. Ӑна «Улӑп ачисем» инклюзивлӑ пултарулӑх студийӗ ят панӑ. Унта куҫ япӑх куракан тата пачах курман ачасем чӑваш халӑхӗн пултарулӑхӗпе паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |