Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Борис Кукин театрта ӗҫлеме пӑрахӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вӑл хӑйӗншӗн тӑван пулса тӑма ӗлкӗрнӗ Вырӑс драма театрӗнче «Леди на день» спектакльте сцена ҫине тухӗ. Унтан вӑл театртан кайӗ. Борис Васильевич пултарулӑх ӗҫӗнче 1964 ҫултанпа тӑрӑшать. Ун чухне вӑл Чӑваш АССРӗн Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Радиовещани тата телевидени комитетӗнче дикторта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1968 ҫулта Сарту хулинчи И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Училище хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Алтай крайӗнчи ҫамрӑксен театрӗнче (Барнаул хули) ӗҫленӗ. 1971 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрне чӗнсе илнӗ. Унта Борис Кукин 53 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах темиҫе ҫул радиора ертӳҫӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрринче туса кӑларакан типҫӑва Казахстана ӑсатӗҫ. Вырӑнти ҫу завочӗн ертӳҫисем хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе республикӑн вице-премьерне — экономика министрне Дмитрий Краснова пӗлтернӗ. Предприятие министр округпа паллашнӑ май кӗрсе тухнӑ. Предприяти ҫу пресслакан тата ӑшалакан производство цехӗсене оборудованипе пуянлатассипе ҫине тӑрать. Промышленноҫа аталантаракан фонд ӑна ҫав тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 30 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш типҫӑвне предприяти ҫывӑх вӑхӑтра Казахстана ӑсатма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн ҫурчӗ ҫине самбо енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерне, Александр Трофимова, асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Александр Трофимов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата таваттӑмӗш созыври депутачӗ пулнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 61 ҫул тултаратчӗ. Савӑнӑҫлӑ митинга (вӑл Александр Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗ умӗнче иртнӗ) республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑн спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата ыттисем хутшӑннӑ. Унта ҫавӑн пекех Александр Трофимовӑн тӑванӗ Вячеслав Иванович, мӑшӑрӗ Лидия Александровна, ачисем Александр тата Мария, ятлӑ-сумлӑ спортсменсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ. Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ. Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем. Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ. Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера. Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Ӗнер ирхи 6 сехетре Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пушар тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче душ пӳлӗмне ҫулӑм ярса илнӗ. Пушар 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑна пула тухнӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланӑ вӑхӑтра килте хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулнӑ. Вӑл кӳршисем пулӑшнипе пушара ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтернӗ. Ҫулӑм душ пӳлӗмне, котельнӑя, кухньӑна сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ Тихвин ярмӑрккине йыхравлать. Унта республика ҫыннисемпе хӑнисене, суту-илӳ организацийӗсене, апатлану предприятийӗсене, усламҫӑсене, алӑ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, спортсменсене тата ыттисене хаваспах кӗтеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ярмӑрккӑ кӑҫал утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче унчченхи вырӑнтах иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехетре ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа уҫӗҫ. Унтан Ҫӗрпӳ округӗнчи коллективсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Программа пуян. Тӗслӗхрен, утӑн 5-мӗшӗнче наци кухнин «Пӳремеч» фестивалӗ иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫи пулма Сергей Егорова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Лекарев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Лекарева шаннӑ. Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Сергей Николаевич унччен Чӑваш Енӗн Промышлненоҫпа энергетика министерствинче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхенчен пуҫласа 01 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл министрӑн ҫумӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Промышленноҫа аталантарассипе ӗслекен фондра тӑрӑшнӑ, унта «Тухӑҫлӑ регион» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн галерейинче Виктор Аванмарт художник тата скульпторӑн куравӗ уҫӑлнӑ. _/news/28397.html|Аса илтерер__: Чӗмпӗрте пурӑнать. Вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗ 1989 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ. Халӗ Шупашкарта унӑн «Таса - инҫе - ҫынсӑр» куравӗ уҫӑлнӑ. Куравпа паллашнӑ Марина Тумаланова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ». |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |