Кӳршӗре
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательстви Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче иртекен Пӗтӗм тӗнчери II «Китап-байрам» ярмӑрккӑна хутшӑнать. Вӑл паян, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви 200 ытла кӗнекепе паллаштарать, ҫав шутра – ача-пӑча, илемлӗ, ӑслӑлӑх, краеведени тата ытти литература. Вӗсен чӑвашлисем те, вырӑслисем те пур. Кӗнекесене 1000 ытла тенкӗлӗх туянса тепӗр кӗнекене парнелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Ушинскин «Тӗкекен ӗне» кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. 1823–1871 ҫулсенче пурӑннӑ вырӑссен паллӑ педагогӗ ачасем валли ырра вӗрентекен хайлавсем сахал мар ҫырнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе «Тӗкекен ӗне» унӑн ултӑ калавӗпе икӗ юмахӗ кӗнӗ. Вӗсене Валерий Алексеев чӑвашла куҫарнӑ. Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хайлавсенче чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксен пурнӑҫӗ тӗпре. Кулленхи тӗрлӗ пулӑм урлӑ автор вулакансене ҫутҫанталӑка сӑнама, тимлӗ те хӑюллӑ, ӗҫчен те сапӑр пулма хӑнӑхтарать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Ыхракассинче пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм ҫурта, сарая, ампара тӗп тунӑ. Пушар 130 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. «Хӗрлӗ автан» ташлама пуҫлани пирки ҫӑлавҫӑсем патне каҫхи 6 сехетре хыпар ҫитнӗ. Шел те, кил хуҫи хӗрарӑмне, 92 ҫулти кинемее, ҫӑлма май килмен. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тепчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 532 пушар пулнӑ, вӗсенче 30 ҫын вилнӗ, 29 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chzs.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи тӑватӑ ҫынна, туберкулезпа чирлӗскерсене, вӑйпах сипленме янӑ. Ҫакна прокуратура пулӑшнипе тунӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тӑватӑ ҫын туберкулезӑн уҫӑ формипе чирленӗ. Инфекци вара сывлӑш урлӑ ерет. Вӗсене пульницӑна сипленме чӗннӗ пулсан та итлемен. Ҫапла вӗсем ытти ҫын умӗнче хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ, арҫынсене медицина учрежденине сипленме вырттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуллахи пек ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Ыран 25 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун ҫанталӑк каллех пӑсӑлӗ. Шупашкарта ирех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, кӑнтӑрла чарӑнӗ. Ҫурҫӗр енчи округсенче сивӗрех пулӗ, 14-16 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Кӑнтӑр округсенче 20 градус таран ӑшӑтӗ. Вырсарникун ҫӗрле 3-8 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Тунтикун кӑнтӑрла 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун тата ӑшӑтӗ. Юнкунран вара пушшех те ӑшӑтма пуҫлӗ, 23-28 градус таранах пулӗ. Хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗ шӑрӑх ҫанталӑкран пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сергей Чесноков сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ретромашинӑсен куравӗ иртет. Вӑл паян 19 сехетре уҫӑлӗ. Машинӑсем вырӑнта, курава хатӗр. Курав виҫӗ кун иртӗ, ҫав вӑхӑтра хулара транспорт ҫӳресси кӑштах улшӑнӗ. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 14 сехетчен хаш-пӗр вырӑнта транспорта ҫӳреттермӗҫ. Ҫӗнӗ Шупшкарта машинӑсен кӑна мар, мотоциклсен куравӗ те ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем хӗрӗсем «Ӑслӑ сад» шутласа кӑларнӑ. Хӑш чухне ӳсен-тӑрана пӗрехтермелле тата системӑна шыв ямалла ҫеҫ - ҫапла ӗҫлет вӑл. Унта тӑпра ҫук. Ку ӳсен-тӑрана микроэлементсене ҫӑмӑлрах йышӑнма май парать-мӗн. Пахчара вара чылай микроэлемента тӑпра ҫӑтать. Хӗрсем ҫак мелпе ӳстернӗ ҫимӗҫсене маркетплейссенче сутаҫҫӗ. Халӗ студенткӑсем ҫӗршыври Топ-100 стартапсен рейтингне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gazetavechorka.ru сайтри сӑн Шупашкарта 3-мӗш класра вӗренекен хӗрача патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӗсем каланине пурнӑҫламасан амӑшӗ тӗрмене 10 ҫуллӑха ларассипе хӑратнӑ. Ҫапла хӑраса ӳкнӗ ача лешсем хушнипе ашшӗпе-амӑшӗн банк карттисене ӳкерсе янӑ. Кун хыҫҫӑн карттӑсем ҫинчен 80 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Тепӗр икӗ операцие блокировка тунӑ. Ачан амӑшӗ, 42 ҫулти хӗрарӑм, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Меценатсем тӑрӑшнипе Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Унта тӑватӑ трактор илсе килнӗ. Пӗри – Хабаровск крайӗнчен. Экспонатсен йышӗнче ДТ-54 /Волгоградри трактор савучӗ/, ТТ-2 /Хабаровск крайӗ/, Т-25 /Владимирти трактор савучӗ/, К-20 /Кироври трактор савучӗ/. Ҫак техникӑсене реконструкци тӑвӗҫ. ДТ-54 трактора Алексей Платонов скверӗнчи постамент ҫине вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче музейра Италире иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ икӗ трактор вырӑн тупнӑ. Вӗсем – вӑхӑтлӑха кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян ЧР промышленноҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумне Александр Голубева ӗҫрен кӑларнӑ. Вӑл ку вырӑнта 4 уйӑх ӗҫленӗ. Александр – 35 ҫулта. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче вӑл кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаза» ертсе пынӑ. Хӑй вӑл Казахстанра ҫуралнӑ, Омск облаҫӗнче ӗҫленӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть министр пулнӑ Борис Марковцев ӗҫрен кайнӑ, халӗ министерствӑра Дмитрий Гринев ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |