ВТБ банк менеджерӗ Михаил Осипов тивӗҫлӗ канури арҫынна ултавҫӑсене 7 миллион тенкӗ куҫарса парасран ҫӑлнӑ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ. Ватӑ арҫын банка пырса пухнӑ укҫине йӑлтах, процентсем ҫухалнине пӑхмасӑр, илесшӗн пулнӑ. Хӑй питӗ пӑлханнӑ. Менеджер сисчӗвленнӗ, пӗр иккӗленмесӗр полици чӗннӗ.
Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ватӑ арҫын ҫӗрӗпе «ятарлӑ службӑсен» ӗҫченӗсемпе калаҫнӑ-мӗн. Лешсем унӑн укҫи хӑрушлӑхра пулнине, ӑна часрах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ.
Михаил Осипова шалти ӗҫсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Иван Языковӑн Тав хучӗпе чысланӑ.