Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
gramotadel.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gramotadel.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн тӑрӑхри тата тепӗр икӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ вӗҫӗнче алӑ пуснӑ.

Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе «Отделфинстройпроект» проект институчӗн директорне Евгений Арсентьева тата РФ Граждан оборонин, инкеклӗ лару-тӑрусен тата ҫутҫанталӑк инкекне сирес енӗпе ӗҫлекен министерствӑн Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пай пуҫлӑхне Павел Сотников полковника пама йышӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паянхи кун тӗлне Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 50 сантиметра ҫитнӗ. Кунашкалли юлашки хутчен 2010 ҫулта пулнӑ. Ҫил-тӑман кӑшт канма май парӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 15-20 градус сивӗ пулӗ.

Кӑрлачӑн 24-15-мӗшӗсенче ҫил вӑйланӗ, юнкун ҫил-тӑман тухӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, эрне вӗҫӗчченех ҫапла пулӗ. Термометр 3-8 градус сивӗ кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑштах сивӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк кӑрлач вӗҫӗччен тӑрӗ. Нарӑс пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк самаях сивӗтмелле.

 

Вӗренӳ
smartik.ru сайтри сӑн
smartik.ru сайтри сӑн

Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ.

Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-79481873_12823
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ.

Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ.

Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ.

Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта.

 

Раҫҫейре
m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ
m.sibkray.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ултӑ ҫулта 600 ытла самолёт туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫей Правительстви самолётсем, двигательем тата приборсем туса кӑларас программӑна анлӑлатнӑ.

Раҫҫей авиапаркӗнче, тӗпрен илсен, «Суперджетсем» тата «МС-21» маркӑллисем пулӗҫ.

Авиаперевозчиксене «SSJ-New» маркӑллӑ самолёта 142 единица пама палӑртаҫҫӗ, «МС-21-310» — 270, «Ил-114-300» — 70, «Ту-214» — 115, «Ил-96-300» — 12.

Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларакан авиатехникӑна туса кӑларма патшалӑх пулӑшса пырӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/ekonomika/19729359
 

Раҫҫейре
Unsplash.com сӑнӳкерчӗкӗ
Unsplash.com сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ.

Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ.

«Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова.

Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри туроператорсен ассоциацийӗн вице-президенчӗ Тарас Кобищанов шухӑшланӑ тӑрӑх, Раҫсей ҫыннисем кӑҫал ют ҫӗршывсене сахалрах кайӗҫ. Ку вӑл, сӑмахран, халӑх йышлӑ ҫӳрекен Египета пырса тивӗ. Хак пысӑк пулни тата сервис питех марри Раҫҫей ҫыннисене ҫӗнӗ вырӑнсене суйлама хистӗ.

Ют ҫӗршывсенчен Раҫҫей ҫыннисем малтанхиллех ҫапах та Турцие, Таиланде, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмиратне, ҫавӑн пекех Египета суйлаҫҫӗ.

Ют ҫӗршыври отельсен хуҫисем хаксене йӳнетме тӑрӑшнине те палӑртса хӑварнӑ маларах асӑннӑ эксперт.

 

Персона

Кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Лукьянова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл 1924 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукал - Пулмантӑш ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александра Порфирьевна 1947 ҫулта Мускаври патшалӑх театр искусствин институчӗн (ГИТИС) пӗрремӗш чӑваш студине пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Чӑваш драма театрне артист пулса ӗҫе вырнаҫнӑ та 1983 ҫулччен унта ӗҫленӗ. Александра Лукьянова 2003 ҫулта вилнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян 12 сехет те 40 минутра Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пучинке ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм 9 тӑваткал метр ҫинче кӑна алхаснӑ пулин те ку инкекпе вӗҫленнӗ - икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушара сӳнтерсен 1939 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн тата 1966 ҫулта кун ҫути курнӑ арҫыннӑн виллисене тупнӑ.

Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Ял пурнӑҫӗ
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ шывсӑр пурӑнаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыв башни шӑнса ларнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ҫынсем пулӑшу ыйтнӑ, анчах ку вӗсен ыйтӑвӗ мар тесе пулӑшма хирӗҫленӗ - ҫынсен башньӑра шӑнса ларнӑ шыва хӑйсен ирӗлтермелле тенӗ. Паян халӑх ку ӗҫе хӑйех пуҫӑннӑ.

Башня ӗҫлеменнипе ҫынсен ҫӑла шыв ӑсма кайма тивнӗ. Анчах ҫил-тӑманра унта ҫула хӳсе лартнӑ. Йӗлтӗр сырса каякансем те пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/93028
 

Страницӑсем: 1 ... 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, 315, 316, [317], 318, 319, 320, 321, 322, 323, 324, 325, 326, 327, ... 3854
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 19

1936
89
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
71
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...