Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ.

Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/2331
 

Республикӑра
stylishbag.ru сайтри сӑн
stylishbag.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Урӑ ял» конкурс ирттереҫҫӗ. Ку таранччен ун пекки республикӑра пулман. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ҫӗнтернӗ яла 2 миллион парӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн - 1200, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 800 пин тенкӗ парӗҫ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ юпан 1-мӗшӗнче пуҫланса раштавӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Республика шайӗнчи тапхӑр ҫитес ҫул кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пуҫланса пушӑн 31-мӗшӗнче пӗтӗ.

Жюри ялсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине, культура, спорт, вӗренӳ тата ытти тытӑмри конкурссене хутшӑннине, эрех-сӑра сиенӗ пирки семинарсемпе практикӑсем ирттернине тата ыттине хаклӗҫ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 26 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Халӗ те таврӑнман.

Андрей Сергеевич Артемьева «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вӑл 172 сантиметр ҫӳллӗш, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл хура куртка, сӑрӑ кофта, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак арҫынна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680.

 

Культура
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

Патӑрьелти культура еткерлӗхӗн объектне, унччен район администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурта, юсаса ҫӗнетӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара унта «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗ вырнаҫнӑ.

Проекта хатӗрлеме тендер ирттереҫҫӗ. Унта заявкӑсене авӑнӑн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2,9 миллион тенкӗ. Проекта ҫулталӑк вӗҫлениччен хатӗрлесе пӗтермелле.

Палӑртмалла: Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ музей ҫурте 1950 ҫулсенче тунӑ. Ӑна район администрацийӗ валли хӑпартнӑ. Музей унта 1994 ҫулта уҫӑлнӑ. Унта чӑвашсен, тутарсен этнографийӗпе, ҫӗрпе ӗҫлемелли хатӗрсемпе, паллӑ ҫынсемпе паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://rostender.info/
 

Политика
Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен службин архивӗнчи сӑн

Суд приставӗсен службинче ертӳҫӗ пуканне ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Унпа паян ЧР Элтеперне Олег Николаева официаллӑ майпа паллаштарнӑ.

Суд приставӗсен Чӑваш Енри службине Сергей Резник ертсе пырӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнченпе ҫак ведомство пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. Унччен вара ку пукана Денис Борисов йышӑннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/3945
 

Политика

Паян ЯР Элтеперӗ Олег Николаев Павел Данилова ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Тӗрӗссипе, вӑл унччен те ку должноҫре пулнӑ. Кунсӑр пуҫне строительство министрӗ пулнӑ. Халӗ вара Павел Данилов вице-премьер должноҫӗнче кӑна юлнӑ.

ЧР Строительство министерствине кам ертсе пырӗ-ха? Ку вырӑна унччен Павел Даниловӑн ҫумӗ пулнӑ Михаил Коледа йышӑннӑ.

 

Республикӑра
bestlj.ru сайтри сӑн
bestlj.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре тӳрех амӑшӗпе хӗрӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «финанс специалисчӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, хаклӑ хутсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер темӗн те пӗр шантарнӑ, ҫав шутра – хваттер те. Палламан ҫын пӗчӗккинчен пуҫлама сӗннӗ – 10 пин тенкӗ хывмалла. Анчах кайран виҫе пысӑклансах пынӑ. Ҫапла хӗрарӑм «брокер счечӗ» ҫине хӑйӗн 715 пин тенкине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 655 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та лешӗ каланӑ счет ҫине хывнӑ. Кайран хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ, анчах сарӑм «йӑнӑш» тесе кӑтартнӑ.

Хӗрарӑм хӗрӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ «финансистпа» ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ: кредит илмелле те ӑна ятарлӑ счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрӗ тепӗр 435 пин тенкӗ куҫарнӑ.

Ҫак икӗ хӗрарӑм полицие авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна пынӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ.

Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн
Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн

Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ.

Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-217040306_252
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ялӗнче 104 ҫулти кинемей пурӑнать. Вӑл - Гликерия Романова. Кинемей 104-мӗш ҫуралнӑ кунне утӑ уйӑхӗнче паллӑ тунӑ.

Вӑл ҫак ҫулта та хӑйне пӑхма пултарать. Ӑс-тӑнӗ кӑна кӑштах хавшанӑ: ӗлӗкхине астӑвать, темиҫе минут каяллахине манма пултарать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Гликерия Романова вӑрман каснӑ, окоп чавнӑ, колхозра ӗҫленӗ. Йывӑр килнӗ, анчах вӑл нӑйкӑшман, хӑйне ҫирӗп тытма сӑмах панӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗнчен, хаваслӑхӗнчен ыттисем тӗлӗннӗ.

Гликерия граждан вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗне, сусӑра, пӑхнӑ. Ӑна каччӑсем ҫураҫма пынӑ, анчах ашшӗ хӗрне качча паман. Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ. Халӗ ӑна пӗртӑванӗн ачисем пулӑшаҫҫӗ.

Гликерия Романова шӑпана нихӑҫан та ӳпкелемен, ҫынпа вӑрҫӑнман, нумай ӗҫленӗ. Вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ ҫук. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнмалла», - тет вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-142632677_80191
 

Страницӑсем: 1 ... 299, 300, 301, 302, 303, 304, 305, 306, 307, 308, [309], 310, 311, 312, 313, 314, 315, 316, 317, 318, 319, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...