Культура
![]() visitvolga.ru сайтри сӑн Пукане театрӗн спектаклӗ Раҫсейри наци театрӗсен «Ылтӑн маска» премине тивӗҫнӗ. Сӑмах - «Король Лир» постановка пирки. Ӑна Санкт-Петербургри ӳнерҫӗ Юрий Сучков илемлетнӗ. Спектакль «Ӳнерҫӗн чи лайӑх ӗҫӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Премишӗн 40 спектакль, 184 театр ӗҫченӗ кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Республика кунӗнче, Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Вӑл - 62-мӗш троллейбус. Ҫак транспорт Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайонтан Шупашкарти Чапаев савучӗ таран ҫӳрӗ. Троллейбуса ҫул ҫине кӑларнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. Вӑл валидатора укҫа ярса билет туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк сивӗ пулчӗ, климат норминчен сахалрах. Синоптиксем кун пек ҫанталӑк эрнекунччен тӑрассине пӗлтереҫҫӗ. Кӑнтӑрласерен - 20, ҫӗрлесерен 10 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, хӑш чухне - ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа. Чи сивви кӗҫнерникун пулӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун та ҫумӑр ҫукалӗ. Канмалли кунсенче ӑшӑтма тытӑнӗ, уяртӗ, 22-24 градус ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче таврӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() dailyevent.ru/rossiya/den-respubliki-chuvashiya сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунӗпе саламланӑ. «Вӑл пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та, хӑйсен шӑпине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсемшӗн, уйрӑмах паллӑ кун. Паян эпир хамӑрӑн республикӑна, унӑн кун-ҫулне, хальхи пурнӑҫӗпе пуласлӑхне чыслатпӑр. Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗхне па-лӑртакан культура еткерлӗхӗпе тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене сыхласа упрани тата аталантарни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн искусствоведени енӗпе ӗҫлекен тӗп ӑслӑлӑх ӗҫченне, искусствоведени докторне, профессора, Михаил Кондратьева ӗмӗр тӑршшӗпе уйӑхсерен 5-шер пин тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Михаил Кондратьев чӑваш халӑх музыка искусствин теорин шкулне пуҫарса яраканӗ шутланать. Владивостокра ҫуралнӑ ҫав ҫын 300 ытла публикаци тата 16 монографи авторӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Заслуженный деятель искусств Чувашской Республики (1991), заслуженный деятель искусств Российской Федерации (2001 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар ҫывӑхӗнчи Лапсарти кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Чӑваш Енри Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм усӑ курман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑм 2 пин тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Аса илтерер: унччен асӑннӑ фабрика «Юрма» ятлӑ пулнӑ, унӑн хуҫи Владимир Ермолаевчӗ. Кайран хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн «МЕГАМИКС» ятлӑ пулса тӑчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Асӑрханӑр: ыран республикӑра ҫил вӑйланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ. Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр тытӑмра ӗҫ йӗркерен тухма пултарӗ. Йывӑҫсем, хавшак конструкцисем ӳкес хӑрушлӑх та пур. Ҫул ҫинче авариллӗ лару-тӑру та сиксе тухма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kredit-on.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра пурӑнакансем ултавҫӑсене 300 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Вӗсен серепине нумай ҫын лекет. Ҫапла ан пултӑр тесе ШӖМ ӗҫченӗсем ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Полици подполковникӗ Александр Темнов энергосбыт компанийӗсемпе пӗрле халӑха кун пирки информаци пама калаҫса татӑлнӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче вара тивӗҫлӗ канурисемпе тата социаллӑ ӗҫченсемпе тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 14 сехет те 40 минутра Атӑлӑн сулахай енче ҫил вӑйланнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Вӑйлӑ ҫиле пула пляжри йывӑҫран ӑсталанӑ сунчӑксем тӳннӗ. Пӗтӗмпе иккӗ ӳкнӗ. Пӗринче ача та пулнӑ. Вӑл суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна ӑсатнӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫавра ҫиле асӑрханӑ. Вӑл 15 метр ҫӳллӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://t.me/chuvashia_sledcome/2250 сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ хулинче стройкӑра рабочи башня кранӗ ҫинчен ӳксе вилнӗ. Халӗ ку ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри специалисчӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем тӗпчеве РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳри строительство организацийӗн территорийӗнче пулса иртнӗ. 57 ҫулти арҫын техникӑна ӗҫе хатӗрлессипе тӑрӑшнӑ чухне ҫӳлтен персе анса кранӑн тимӗр лаптӑкӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл вырӑнтах висле кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |