Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Дубай хулинче тӗнчери чи ҫӳллӗ хӑна ҫурчӗ уҫӑлӗ. Ciel Dubai Marina отель 82 хутлӑ пулӗ. Кун пирки Дубай правительствин пресс-служби пӗлтернӗ.
82 хутлӑ хӑна ҫурчӗ 377 метр ҫӳллӗш пулӗ. Паянхи куна Дубайӗнчи чи ҫӳллӗ ҫурт — 356 метр.
Паянхи куна Мускаври «Федераци – Хӗвелтухӑҫ» башня 374 метр ҫӳллӗш, вӑл 97 хутран тӑрать. Башньӑна 2017 ҫулта хӑпартнӑ. Мускаври ҫав башньӑран те ҫӳллӗрех ҫурт — Питӗрти Финн кӳлмекӗн хӗрринче вырнаҫнӑ «Лахта Центр» башня, вӑл 462 метр ҫӳллӗш, вӑл 87 хутран тӑрать. Унта ҫынсене хӑпарса пӑхмалли лапам 365 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.