Геннадий Волкова асӑнса регионсен шайӗнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс иртет. Вӑл Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе, Чӑваш наци конгресӗпе, Шупашкар хулин мониторингпа вӗренӳ аталанӑвӗ центрӗпе тата Шупашкар хулин Г.Н. Волков Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ ячӗллӗ уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 62-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Фестиваль-конкурс тӗллевӗ – вӗренекенсене Раҫҫей вӗренӳ академийӗн сумлӑ академикӗн, публицист писателӗн, этнопедагогика никӗслевҫин Г.Н. Волковӑн пултарулӑх эткерне тӗпчесе сарасси, вӗренекенсемпе педагогсен пӗлӳпе ӑс-хакӑл пултарулӑхне вӑйлатасси, вӗсене пултарулӑхпа тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси, наци культурипе литературине тӗпе хурса вӗренекенсен этнокультура компетентлӑхне йӗркелесси, вӗренекенсемпе педагогсене хӑйсене аталантарма майсем туса парасси, ҫавӑн пекех халӑхсен хушшинчи хутшӑну культурине йӗркелесси.