Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округне Ҫӗмӗрле хулипе пӗрлештермелле-и? Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ пухура округ депутачӗсем ку пуҫарӑва ырламан. Хальхинче вара икӗ муниципалитета пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ. Ҫавна май ҫывӑх вӑхӑтра халӑх итлевне ирттерме палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линире икӗ муниципалитета пӗрлештересси пирки акӑ мӗн каланӑ: «Манӑн шухӑшпа, халӑхшӑн улшӑнусем пулӗҫ. Паллах, пысӑк районӑн укҫа пысӑкрах. Пысӑк районта пысӑк проектсем пурнӑҫлама май пур. Ҫулсем те пӗр муниципалитетӑн пулӗҫ. Вӗсене пӑхса тӑма та ҫӑмӑлрах пулӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "Контактри" сӑн Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Елизавета Семенова шкул ачисен хушшинче китай чӗлхипе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче призер пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫин ятне илтнӗ. Елизавета китай чӗлхине чӑннипех те лайӑх пӗлнине кӑҫал та кӑтартнӑ. Хальхинче вӑл призер пулни ҫакна ҫирӗплетет. Палӑртмалла: Елизавета Семенова китай чӗлхине пӗрремӗш ҫул вӗренмест, унпа тахҫанах интересленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникунчченех ҫумӑр ҫукалӗ. Ыран ҫумӑрпа пӗрле юр пӗрчисем те ӳккелӗҫ. Ҫӗрле каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн пата эрнекун юр килмеллеччӗ. Анчах ку фронт Раҫҫейри ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ регионӗсене кайӗ. Пирӗн пата вара ӑшӑ килӗ. Кӗҫнерникун ҫулла пекех пулӗ: 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫиллӗрех пулӗ. Канмалли кунсенче сивӗрех, анчах уяр ҫанталӑк пулӗ. Шӑматкун ҫил лӑпланмӗ-ха, 16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Вырсарникун темиҫе градус ӑшӑрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 1-мӗшӗччен Шупашкарти МТВра «Ҫӗрулми» курав иртни пирки, унта ҫынсем вӑрлӑх ҫӗрулми черет тӑрсах туянни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ака уйӑхӗнче кунашкал курава тата ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ. Ведомство ярмӑрккӑсен расписанине хатӗрленӗ. Акан 19-мӗшӗнче Патӑрьелте «Булат» суту-илӳ центрӗнче, акан 20-21-мӗшӗсенче Канашра (Мускав урамӗ, 12-мӗш А ҫурт), акан 20-21-мӗшӗсенче Шупашкарти «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗнче пулӗ. Комсомольскинче вара курав кашни кунах ӗҫлӗ (Промышленноҫ урамӗ, 8-мӗш ҫурт). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи пӗр ҫуртран икӗ кӳме ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те ҫав ҫуртрах пурӑнакан сусӑрӑн пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра хӑвӑртах тупнӑ. 71 ҫулти хӗрарӑм айӑпне тӳрех йышӑннӑ, кӳмесене хуҫине тавӑрса панӑ. Мӗн тума вӑрланӑ-ха вӑл вӗсене? Кинемей упӑшки пулнӑ арҫыншӑн тӑрӑшнӑ иккен. Лешӗ шӑммине хуҫнӑ хыҫҫӑн утайман. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Борисова тунӑ сӑн Ҫанталӑк ӑшӑ тӑрать, ҫу уйӑхӗнчи пекех. Юр хӑвӑрт ирӗлсе пӗтрӗ. Чӑваш Енре хура ҫӗленсем вӑраннӑ ӗнтӗ. Вӗсене Наталья Борисова биолог Шупашкар хули хӗрринче, Пионерсен пӗви хӗрринче, ӳкерсе илнӗ. Биолог пӗлтернӗ тӑрӑх, фотокамера объективне ахаль хура ҫӗленсем кӑна мар, меланистсем те лекнӗ. Апла халь ҫутҫанталӑка канма тухсан, вӑрмана кайсан асӑрханмалла. Хура ҫӗлен наркӑмӑшлӑ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шӑматкун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Рождественски урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем пӑшалтан пенӗ сасса илтсен сисчӗвленнӗ. Кун пекки икӗ хутчен пулнӑ. Ҫынсем полици чӗннӗ. Полицейскисем каҫхи шӑплӑха кам пӑшал сассипе татнине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл -45 ҫулти арҫын, ҫак ҫуртрах пурӑнаканскер. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, балконран пӑшал тытса пенӗ. Юрать-ха, пӑшалӗ «пушӑ» пулнӑ. Пӑшала унран туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Арҫынна явап тыттарӗҫ-и е ҫук-и - татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.nbchr.ru Степан Аслан чӑваш писателӗн «Ахрат» романне вырӑсла куҫарнӑ. Тӑлмачи — А. В. Асланина-Павлова. Роман XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне ҫутатса парать. Кӗнекене Макарӑн биографийӗ евӗр йӗркеленӗ. Ача чухне вӑл выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ҫӑпата ҫыхнӑ, вунӑ ҫула ҫитнӗ ҫӗре тырӑ вырма вӗренсе ҫитет, вун иккӗ валли — сӳрелеме. Ӗҫе мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхнӑскер кайран та ӳрӗк пулса пурӑнать, таса чунлӑ пулса ӳсет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Станислав Сатурӑн (Никоноровӑн) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» тесе ят панӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Антонова пӗлтернӗ тӑрӑх, «кӗнекен пӗрремӗш пайне автор хӑй сӑмах ӑстисен произведенийӗсем ҫинчен ҫырнӑ литературӑпа критика статйисемпе рецензийӗсене, публицистика жанрӗпе тата тӗнчекурӑмпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсене кӗртнӗ, 4-мӗш стройтрестри 46-мӗш строительство управленийӗнчи комсомол организацине ертсе пынӑ чух хаҫат-журналта пичетленнӗ статйисемпе интервьюсем те пур». Сӑмах май каласан, Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Фарида Шевнина. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан тутар хӗрарӑмӗ Фарида Шевнина паян, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 96 ҫул тултарнӑ. Фарида Ризаевна 1928 ҫулта Тутарстанри Пӑва районӗнчи ялта ҫуралнӑ. Ҫемьере тӑватӑ хӗр тата усрава илнӗ ывӑл пулнӑ. Пурнӑҫ ҫӑмӑл пулмасан та Фарида вӗренме ӗмӗтленнӗ. Ҫемье кӑштахран Чӑваш Енри Вӑрнар посёлоене куҫас килнӗ. Шкул пӗтерсен хӗр электромеханика техникумне вӗренме кӗнӗ. Унтах пулас мӑшӑрӗпе Юрий Шевнинпа паллашнӑ. Техинкума хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ хӗре Шупашкарти Электроаппаратура заводне направленипе ӗҫе янӑ. Унтах Юрий Александрович та тӑрӑшнӑ. Вӑл заводра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ. Мӑшӑр 2 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, вӗсен ачисем паян тӑваттӑн. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе кинемее соцаллӑ ӗҫчен пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |