Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш ЕН ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлнӑ. Республикӑра кӑҫал ирттерме йышӑннӑ Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑскер усӑ курнӑ япаларан ҫӗнӗ япаласем ӑсталама май пуррипе паллаштарать. «Шупашкарти пӗр предприятире усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие ытти регионсенче те туянаҫҫӗ. Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ», — хыпарлать музйери куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ. Куравра Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Кванториумсенче» вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ япаласене те курма пулать иккен. Сӑмахран, ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗке тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 31 ҫулти арсынна шыраҫҫӗ. Алексей Владимирович Викторов - Малтикас ялӗнчен. Вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑҫталла кайни паллӑ мар. Ҫав кун тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, шурӑ-хӗрлӗ кроссовка, сӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Хӑй 177 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ кӑвак. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав нимеҫисем Алексея куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-800-700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче чапа тухнӑ «Альянс» ушкӑн юррисем кӗҫех ҫӗнӗлле илтӗнме пуҫлӗҫ тесе хыпарланӑ Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта. Кун пирки Виталий Осипов соцсетьри страницинче пӗлтернӗ иккен. Ушкӑна йӗркеленӗренпе кӑҫал 27 ҫул ҫитнӗ май Виталий Константин Садюровпа пӗрле видео ӳкернӗ. Вӗсем «Юлашки хут» юрра шӑрантарнӑ. «Альянс. Перезагрузка. Часах», — ҫапла ҫырнӑ Виталий. Ушкӑна йӗркеленӗренпе 27 ҫул ҫитнӗ тата Константин Садюровӑн юбилей пулнӑ май «Альянс» фаначӗсене савӑнтарасшӑн-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru каналтан илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 555 ҫулхине уявлӗ. Паллӑ датӑна республика сумлӑн уявласшӑн. Ӑна хатӗрленсе ирттерме ӗҫлӗ ушкӑн туса та хунӑ ӗнтӗ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна Павел Данилов вице-премьер ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхи (1934-2006) поэт ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк курав уҫӑлӗ. Курав нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Вӑл поэтӑн хамӑр ҫӗршывра тата чикӗ леш енче пичетленнӗ кӑларӑмӗсемпе, поэтӑн пурнӑҫӗпе, пултарулӑхӗпе, кӑсӑклӑ тӗрлӗ фактпа паллаштарӗ. Геннадий Айхин сӑввисене С. Губайдулина, В. Сильвестров, А. Айги тата ыттисем юрра хывнӑ хайлавсемпе, Гюнтер Юккер, Николай Дронников, Александр Маслов, Григорий Молчанов тата ыттисен ӳнер ӗҫӗсем те куравра пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/bbbreaking каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк «Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ. Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. «Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сочире Хӗллехи Олимп вӑййисем иртнӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа «Раҫҫейри шкул ачисен спартакиади» иртнӗ. Спортмсенсем фристайл енӗпе иртнӗ. Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Дмитрий Салмин биг-эйр дисциплинӑра мала тухнӑ. 15 ҫулти Дима Шупашкарта пурӑнать. Вӑл ылтӑн медальсӗр пуҫне чи вӑйлисен спартакиадине кайма путевка ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Миассе хулинче нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланӗ. Унта Лана Пусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем те хушӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Эльмен урамӗнчи чарӑнура арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Арҫын чарӑнура сак ҫинче ларнӑ вӑхӑтрах вилсе кайнӑ. «Васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Арҫын ирхи 8 сехетренпех ҫапла ларнӑ теҫҫӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫи тата куҫаруҫи Аркадий Ӗҫхӗл (чӑн хушамачӗ – Александров) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитӗ. Вӑл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пурнӑҫран 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Ҫыравҫӑн паллӑрах хайлавӗсенчен «Ырӑ кун», «Тарӑн суха», «Тӑван кил», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Ҫӗрлехи тӑвӑл», «Ҫул хыҫҫӑн ҫул», «Йӑлӑмри юрӑ», «Хӗвеллӗ ҫумӑр», «Юратнӑ ҫӗр», «Виҫӗ туй», «Радуга над Волгой» ятлисене асӑнса хӑварма пулать. Ӗмӗр иртсен те ҫыравҫӑна асра тытаҫҫӗ. Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче ҫак эрнере ятарласа мероприяти ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() vk.com/21shemursha сайтри сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Тури Чаткас ялӗнче пурӑнакансем юр тыткӑнне лекнӗ. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ вӗсем тухса ҫӳреймеҫҫӗ, лавккана ҫӑкӑр кӳрсе килмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен унта ҫула юртан тасатман. Халӑх тетелӗнчи «Про Шемурша» ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, лавккана виҫҫӗмӗш кун апат-ҫимӗҫ илсе килеймеҫҫӗ. Ялта пурӑнакан Алексей Мавеевӑн ачи чирленӗ, анчах ӑна пульницӑна илсе каяймаҫҫӗ, васкавлӑ медпулӑшу та килеймест. Тури Чаткасра пурӑнакансем ҫула тасатса пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |