Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Хавхалану» клуб ҫуллахи кану хыҫҫӑн каллех поэзие юратакансене пуҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ.
Унта иртсе кайнӑ уйӑхра ҫуралнӑ сӑвӑҫсене чыслаҫҫӗ. Хальхинче вара пурнӑҫран уйрӑлса кайнисене те асӑннӑ, вӗсен сӑввисене вуланӑ.
Авӑн уйӑхӗнче Валем Ахун, Трубина Мархви, Александр Артемьев, Мӗтри Кипек, Стихван Шавли, Фёдор Павлов тата ытти сӑмах ӑсти ҫуралнӑ. Ҫав шутра Петӗр Яккусен те.
«Хавхалану» клубӑн черетлӗ ларӑвне юпа уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кӗҫнерникунӗнче ирттерме палӑртаҫҫӗ.