Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси... Темшӗн литературӑра хам уҫнӑ ҫӗнӗ жанрпа (амфистрофпа) ҫырнӑ чи пысӑк хайлава ярса пама ыйтрӗҫ. 2016 ҫулта ҫырнӑ пӗр поэмӑна ярса патӑм.
Халь эпӗ тӗп хуламӑрта. Те кулас, те йӗрес — паян пач кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек Ӗнентерӳ хучӗ илме тӳр килчӗ.
Планета ҫинчи 140 ытла халӑх хушшинче чӑваш пулма питӗ кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ чӑваш поэчӗ.
Ӗнентерӳ хучӗнче Марина Карягина тӗнче литературине ҫӗнӗ жанр — Марина Карягина поэт, журналист, сценарист, драматург Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна хутшӑннӑ. Ку хыпара эпир вӑл халӑх тетелӗчи страницинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
«Мускавран 140 ытла ҫӗршыв ҫынни хутшӑнакан Пӗтӗм тӗнчери обществӑлла ассамблейӑна кайма йыхрав илсен малтан иккӗленсе тӑтӑм: ку ытла та пысӑк чыс, ку масштаблӑ мероприятире манран мӗн усси... Темшӗн литературӑра хам уҫнӑ ҫӗнӗ жанрпа (амфистрофпа) ҫырнӑ чи пысӑк хайлава ярса пама ыйтрӗҫ. 2016 ҫулта ҫырнӑ пӗр поэмӑна ярса патӑм.
Халь эпӗ тӗп хуламӑрта. Те кулас, те йӗрес - паян пач кӗтмен ҫӗртен ҫакӑн пек Ӗнентерӳ хучӗ илме тӳр килчӗ.
Планета ҫинчи 140 ытла халӑх хушшинче чӑваш пулма питӗ кӑмӑллӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ чӑваш поэчӗ.
Марина Карягина тӗнче литературине ҫӗнӗ жанр — амфистроф — кӗртнӗ. Шӑпах ҫавна ҫирӗплетсе паракан Ӗнентерӳ хутне панӑ та ӑна.
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.26 05:45 | |
Agabazar // 4320.1.2243
2025.09.26 12:47 | |
![]() |
Ӗнентерӗше кам хатӗрлесе кам панине кӑтартман. Е эпӗ ҫеҫ курмастӑп-и? «Хыпар» хаҫат сайтӗнче амфистроф тӗслӗхӗ пек «Ху чӗрӗ чух» поэмӑна асӑнаҫҫӗ. Анчах та ку ят, палӑртавпа килӗшӳллӗн, палиндром пулать, — амфистроф мар. Ку япалана уҫӑмлатмалла. |
Валери ТУРКАЙ // 2671.64.2907
2025.09.28 14:41 | |
АГАБАЗАР: "Ĕнентерӗше кам хатӗрлесе кам панине кӑтартман".
Хисеплĕ Агабазар! Мускавра унта такама та тем те параççĕ! Илме кăна ÿркенмелле мар. 15-20 çул каярах ман темиçе пуян пĕлĕшĕмрен Мускавра ним мар Академиксем туса хучĕç! Мантисем те, чаплă калпаксем те тăхăнтарчĕç вĕсене, чаплăран та чаплă çвитетельствăсем те тыттарчĕç, вĕр çĕнĕ "академиксен"сарлака кăкăрĕсем çине йăлтăркка медальсем те çакса ячĕç... Мăнтарăнсен укçисене те аванах хырса илчĕç ун чух Мускав аферисчĕсем "вĕçкĕн Ваççасенне"!.. Мускавра унта такама та тем те параççĕ, Агабаза-тăванăм! Валери ТУРКАЙ. 28.09.25 |
Марина Карягина, кун пек хыпарпа пĕтĕм тĕнче илтмелле-курмалла мухтаниччен, малтан пире ПĔР ЙĔРКЕЛЛĔ СĂВĂ ТА ПУЛСАН çырса савăнтартăр-ха! Тархасшăн - пĕр лайăх сăвă та пулсан!..
Çук-çке, çук!... Курнăçланни пур та тĕрлĕ экспериментсем туса чĕлхене асаплантарни пур!.. Шел,питĕ шел!.. Çынни талантсăр та мар, пĕр шутласан...
Валери ТУРКАЙ. 26.09.2025