Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренекен виҫӗ студент сӗтев тӳлесе зачёт тытнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Тухтӑр пулма вӗренекен виҫӗ хӗр ют ҫӗршыв чӗлхипе зачет илес тесе преподавателе 3-шер пин тенкӗ сӗтев панӑ. Каярах студенткӑсем диплом та хӳтӗленӗ.
Пӑтӑрмах ҫиеле тухсан прокуратура документа пӑрахӑҫлама ыйтса суда тавӑҫпа тухнӑ. Хальлӗхе пӗрин документне пӑрахӑҫланӑ, кӗҫех тепӗр иккӗшӗнпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухӗҫ.
Преподаватель медколледжра ӗҫлемест ӗнтӗ, ӑна унтан кӑларса янӑ. Ку ҫеҫ те мар, пуҫиле майпа явап тыттарса 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.