Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкари Чӑваш тӗррин музейӗнче Чӗмпӗрти ӑстасен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ.
Курав ячӗ — «Симбирские узоры: традиционная и современная вышивка» (чӑв. Чӗмпӗрти эрешсем: йӑлана кӗнӗ тата хальхи вӑхӑтри тӗрӗ).
Ку проект авторӗсем — Наталья Новоселец тата Сергей Кольцов. Аксессуарсене вӗсем этностиль мелӗпе ӑсталаҫҫӗ, алӑпа тӗрлесе тата Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен эрешӗсемпе капӑрлатаҫҫӗ.
Курав чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хупӑнӗ.