Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 79 ҫулти Аполлон Петровпа тӗл пулнӑ. Аполлон Петров Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — Михаил Васильевич ентешӗ. Анчах Михаил Васильевич унпа пӗр тӑрӑхри ҫын пулнинчен ытла сумлӑ та хисепе тивӗҫҫине кура курнӑҫнӑ. Аполлон Петров Севастополь хулинче пурӑнать. Хура тинӗҫ флочӗн карапӗ ҫинче паян та инженер пулса тӑрӑшать. Паян вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи ентешӗсемпе курнӑҫма килсе ҫитнӗ. Хура тинӗс флотӗнче Аполлон Петров Михаил Бочкарев контр-адмиралпа (вӑл ҫуралнӑранпа ӗнер пӗр ӗмӗр итнӗ. Пурнӑҫран вӑл 99 ҫулта уйрӑлнӑ) чылай ҫул пӗрле ӗҫленӗ. Юлашкинчен асӑннине хисеп туса Севастополь хулинче ӗнер, сӑмах май, асӑну хӑми уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки, сасӑлавра Андриян Николаев космонавтшӑн нумаййӑн сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сасӑлав «Раҫҫейри паллӑ ҫынсем» сайтра иртнӗ. Пӗтӗмлетӳ тунӑ: аэропорта Андриян Николаев ятне парӗҫ. Сасӑлава хутшӑннисенчен чылайӑшӗ, 62 проценчӗ, ӑна суйланӑ. Святослав Федоров офтальмологшӑн – 19 процент, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑшӑн 17 процент сасӑланӑ. Шупашкарти аэропорт валли суйлас ӗҫе 58,2 пин ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӗве паян 19 сехетре «Раҫҫей 1» телеканалпа тӑвӗҫ. Хальлӗхе регионсенчен килнӗ хут ҫинчи анкетӑсене тишкереҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне пӑр айне анса кайнӑ, анчах темӗнле тӑрӑшсан та вӑл хӑтӑлса тухайман — ӳт-пӗвӗ пӑрлӑ шывра шӑннипе вилнӗ. Кун пирки паян, раштавӑн 4-мӗшӗнче «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн интернетри сайтӗнче пӗлтернӗ. Хайхи массӑллӑ информаци хатӗрӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын иртнӗ вырсарникун, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, юханшывӑн сулахай ҫыранӗнчен сылтӑм енне каҫма шухӑшланӑ. Анчах ҫыран хӗррине ҫитме 500 метр пек юлсан ҫӳхе пӑр ҫурӑлса кайнӑ та арҫын шыва анса кайнӑ. Хайхискер тапаҫланнине пулӑ тытса ларакан арҫынсем асӑрханӑ, вӗсем тӳрех ҫӑлавҫӑсене тата васкавлӑ пулӑшӑва чӗннӗ, хӑйсем тӗллӗн пулӑшма пикеннӗ. Анчах май килмен — арҫыннӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, арҫын ӗҫрен килне таврӑнма тухнӑ, анчах ҫывӑх ҫыннисем патне ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Элтепер администрацийӗн автобазине ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянлатма палӑртнӑ. Хальхинче 5 ҫӑмал автомашина туянасшӑн. Сӑмах май, унччен виҫӗ машина илнӗ. Хальхи транспортпа танлаштарсан, унчченхи «тимӗр утсен» хакӗ пӗчӗкрех пулнӑ: виҫҫӗшне 4,5 миллион тенкӗпе туяннӑ. Хальхинче администраци пилӗк машинӑна 8 миллион та 300 пин тенкӗпе туянасшӑн. Укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукцион раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Палӑртмалла: 2012 ҫулта Чӑваш Ен влаҫӗ 8,3 миллион тенкӗпе икӗ иномарка туяннӑ. Ун чухне ку халӑха самай калаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен проспектӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 14 сехет те 25 минутра руль умӗнчи хӗрарӑм 9 ҫулти ачана ҫапса кайнӑ. Водителе медосвидетельствовани витӗр тухма сӗннӗ – вӑл ӳсӗр пулман. Шкул ачи светофор ҫук ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине Hyundai Solaris автомашина пырса кӗнӗ. Арҫын ачан пичӗ суранланнӑ. Амӑшӗ ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем арҫын ачана киле сипленме янӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта руль умне ларнӑ вӗрентекен шкул картишӗнче ача ҫине пырса кӗнӗ. Кун пирки сайтра хыпар пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта саккуна пӑсса ӗҫлене хостела хупнӑ. Куҫман пурлӑх хуҫи хваттере тара панӑ-мӗн, арендатор вара унта хостел йӗркеленӗ. Хостел Шупашкарти Гайдар урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ. Калинин районӗн прокуратури пурӑнмалли хваттерте хостел йӗркелеме чарӑнмашкӑн ыйтса суда ыйтупа тухнӑ. Ара, ҫав ҫуртра пурӑнакансен прависене пӑсни-ҫке-ха ку. Сӑмах май, кунашкал тепӗр тӗслӗх те пулнӑччӗ Шупашкарта. Ун чухне те хуҫисем хваттере арҫынна тара панӑ, лешӗ вара унта хостел йӗркеленӗ, краватьсем лартса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тутарстанри чӑвашсем «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса кӳреннӗ. Кун пирки асӑннӑ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев пӗлтернӗ. «Тутарстанри чӑваш пики» конкурсӑн дирекцийӗн делегацийӗ конкурсран кӳренсе тухса кайнӑ. Ӑмӑртӑва килес ҫул та хальхиллех ирттерсен килмессине систернӗ. Конкурса ҫӗршывӑн виҫӗ регионӗнчен: Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Тӗмен облаҫӗнчен — ҫеҫ хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Енрен вара кашни районтан явӑҫтарнӑ. Апла пулсан «Чӑваш Енӗн чӑваш пики» темелле пулман-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Сувар» хаҫат. Кӳршӗллӗ регионти йӑхташӑмӑрсене конкурсра Чӑваш Енри хӗрсен ҫеҫ мала тухма шанчӑк пур пек туйӑннӑ. Тутарстанри пикене «Ӑслӑ чӑваш пики» номинацире палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене тӗрӗсленӗ. Республикӑн тӗп хулинче кун пек акцисене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ-ха. Черетлӗ рейда чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем патшалӑха налук тӳлемесӗр тупӑш куракансене палӑртас тӗллев лартнӑ. Чӑн та, ун пеккисем сахал мар. Пушӑ хваттерсене вӗсен хуҫисем ют ҫынсене укҫалла хваттере яраҫҫӗ, анчах тупӑшшӑн налук тӳлемеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи мускав районӗнчи 45 хваттере ҫитнӗ, вӗсенчен 25-шӗнче хваттер алӑкне уҫса кӗртекен тупӑнман. Ҫапах та тӗрӗслевҫӗсем сакӑр хваттер хуҫи хӑйсен куҫман харпӑрлӑхне тара панине палӑртма пултарнӑ. Вӗсем налук тӳленипе тӳлеменнине налукҫӑсем тӗрӗслӗҫ. Тӳлемен пулсан налук хурса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне йӑлана кӗнӗ йӗркепе Ҫыру хатӗрлет. Анчах ӑна шӑрҫаличчен вӑл халӑх шухӑшне пӗлесшӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентерет. Ҫырура республика ертӳҫи Чӑваш Енре килес ҫул мӗн пӗлтерӗшлине, министрсемпе ҫӳллӗ вырӑнти ҫемҫе пукан йышӑнакан ытти тӳре-шаран мӗне тӗпе хурса тар тӑкмаллине палӑртасшӑн. Ӗҫ планне ҫывӑх вӑхӑтлӑх кӑна мар, малашлӑх валли те йӗркелесшӗн. Чӑваш парламентне яракан Ҫырӑва мӗн кӗртессине республикӑра пурӑнакансем те сӗнме пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсем, общество организацийӗсем, граждан обществин ытти институчӗ хӑйсен сӗнӗвне хут ҫине куҫарса Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта е analit1@cap.ru электрон адреспа ҫитерме пултарать. Унта «Ҫыру хатӗрлеме» тесе палӑртма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи шкул ачисем Кивӗ Ахпӳрт шкулне Марина Карягина сӑввисене вулама пухӑнӗҫ. Юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех ирттерекен ҫак пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче сӑвӑ ҫыракан ачасем уйрӑм номинацире ӑмӑртаҫҫӗ. «Машина тупàнсан хам та яланхиллех ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илсе каясчӗ тетӗп. Ҫулсеренех тӗрлӗ ҫыравҫӑсемпе, юрӑҫсемпе, журналистсемпе каяканччӗ-ха. Хальччен унта Сергей Павлов, Геннадий Максимов, Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Елен Нарпи, Альбина Юрату ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев филологи докторӗ, Владимир Алмантай тӗпчевҫӗ, Иван Христофоров, Валентина Смирнова халàх юрӑҫисем, Владислав Николаев халàх художникè, Леонид Николаев скульптор, Тимèр Акташ журналист, Сергей Мышев, Виктор Степанов, Александр Яковлев операторсем, Сергей Журавлёв фотокорреспондент, Александр Самакин депутат тата ыттисем пулса курчèҫ. Унта хамàр ҫулпа утакан ҫамрӑксене курма ӗмӗтленетӗп», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Аврамий Ильич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин паянхи историйӗн патшалӑх архивне йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |