Республикӑра
![]() «Мой город» сатйран илнӗ сӑн «Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче полицейскисем Етӗрне районӗнче суя эрех тупнӑ. Ӑна унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 48 ҫулти арҫын сутнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ют тавар паллипе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, полицейскисем ҫак арҫынран спиртлӑ продукцие пӗрре мар туртса илнӗ. Вӗсен йышӗнче ҫын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрехсем те пулнӑ. Хальхинче ҫак арҫынран 90 курупка алкоголь туртса илнӗ. Вӗсенче шурӑ эрех, виски, коньяк пулнӑ. Арҫын алкоголе паллӑ суту-илӳ маркипе сутнӑ. Палӑртмалла: «Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Оперативниксем пӗтӗмпе 150 литр спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Хайхискер ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 20 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче арҫын ҫӳлтен персе аннӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл улттӑмӗш хутри чӳречерен простыньсем ҫыхса анма хӑтланнӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ – арҫын аялалла ӳкнӗ. «Малтан васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Медиксем кайнӑ хыҫҫӑн ритуал служби ҫитрӗ. Вӗсем витнӗ вилене 21 сехет те 15 минутра илсе кайрӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ пӗр ҫын «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Мемеш ялӗнче пурӑнакан арҫын тарса ҫӳренӗ ахӑртнех. Суд приставӗсем ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тупнӑ. 37 ҫулти арҫын 18 ҫул тултарман виҫӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 2011 ҫултанпа 950 пин тенке ҫитнӗ. Вӑл мӗншӗн тӳлейменнине ӑнлантарса панӑ. Ҫак тапхӑрта хайхискер Шупашкарта иккӗмӗш арӑмӗпе тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен тепер 5 ача ҫуралнӑ. Иккӗмӗш арӑмӗ те ачисене алимент тӳлеме заявлени ҫырнӑ. Нумай ача ашшӗ ниҫта та ӗҫлемест, ҫемьене укҫа илме килмест, пепкисене воспитани памасть-мӗн. Парӑмҫа Шупашкар районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Арҫын парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл ӗҫри машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе ярӑнса ҫӳренӗ-мӗн. Прокуратура тӗрӗслевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пуҫлӑх сахалтан та кӑҫал авӑн уйӑхӗнче машинӑпа хӑйӗн ӗҫӗсемпе нумай чупнӑ. Ертӳҫӗсен кунашкал хӑтланма юрамасть, пачах тепӗр май – вӗсен пурлӑха перекетлемелле. Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне куншӑн асӑрхаттару панӑ. Сӑмах май, прокуратура кунашкал тӗрӗслевсене яланах ирттерет, ҫакнашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупсан суда парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Юман ҫыравҫӑ тата публицист Паян чӑваш тӗнчи хӑйӗн сумлӑ тепӗр ҫыннипе, Анатолий Федорович Ермилов (уна пултарулӑхри псевдонимӗ — Анатолий Юман) ҫыравҫӑпа, публицистпа, тӑлмачпа сывпуллашать. Вӑл чӳк уйӑхн 13-мӗшӗнче куҫн ӗмӗрлӗхе хупнӑ, паян ӑна юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Анатолий Юман 193 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ парти шкулӗнче журналистика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1963—1989 ҫулсенче тӑван тӑрӑхӗнчи район хаҫачӗсенче ӗҫленӗ, 1989—1994 ҫулсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Канаш» чӑваш хаҫачӗн редакторӗн ҫумӗ пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тавативӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Писательсен союзӗн членӗ 20 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Ҫав шутра — «Ҫунатсем», «Телей сӑпки», «Чӗмпӗр чулӗ калаҫать», «Суйласа илнисем», «Чӗре ҫӗввисем», «Сонетсем», «Паттӑрлӑх вӑрттӑнлӑхӗ» т.ыт.те. Аяларах эсир кӑҫал Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑвашкассинче ирттернӗ Учукра ӳкернӗ видеопа паллашма пултаратӑр. Унта Анатолий Юман та пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Бишкекри Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пирки 2016 ҫулта чылай калаҫрӗҫ. Аса илтеретпӗр, вӑл вӑхӑтра Дон ҫинчи Ростовра пысӑк пушар алхасрӗ — шӑп та шай ҫав хулари Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче. Паянхи хыпар вара пире пач урӑх тӑрӑха илсе кайӗ — Кӑркӑсстана, унӑн шӗкӗр хулине Бишкека. Кунта та Чӑваш тӑкӑрлӑкӗ пур. «24kg» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Кӑркӑстанра паян ҫутӑ тӗлӗшне йывӑрлӑхсем пулӗҫ, ҫав шутра — Бишкекра та. Электроэнерги ҫителӗксӗр пирки вырӑнӗ вырӑнӗпе ҫутӑ пулмӗ. Кӑркӑстанӑн Чӑваш тӑкӑрлӑкӗнче, сӑмахран «Северэлектро» тата «Ошэлектро» пӗлтернӗ тӑрӑх, 9:30 – 17:00 вӑхӑтччен (вырӑнти вӑхӑтпа) тӗттӗмре ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() 11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилад Цукерман Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускавра «Просветитель» (чӑв. Ҫутта кӑларакан) премие панӑ чухне лингвистика профессорӗ Гилад Цукерман та пулнӑ. Вӑл «Убийство и воскрешение языков: социальный смысл языкового возрождения» (чӑв. Чӗлхесен вилӗмӗпе чӗрӗлӗвӗ: чӗлхе чӗрӗлӗвӗн социаллӑ пӗлтерӗшӗ) темӑпа лекци вуланӑ. Лингвист лекцине итлеме Светлов ячӗллӗ вулавӑшри зала студентсем, аслӑ шкулсен преподавателӗсем, журналистсем пухӑннӑ. Австралинчи Аделаида университечӗн лингвистика тата ҫухалакан чӗлхесен уйрӑмӗн ертӳҫи чӗлхене чӗртсе тӑратни тӗрӗс, илемлӗ тата усӑллӑ тесе шухӑшлать. 11 чӗлхепе калаҫакан, 30 чӗлхепе вулакан Гилард Цукерман хальхи вӑхӑтра ҫыннӑн тӑватӑ чӗлхе пӗлмелле тесе шухӑшлать. Пӗрремӗшӗнчен, тӑван чӗлхене. Иккӗмӗшӗнчен, патшалӑх чӗлхине. Виҫҫӗмӗшӗнчен, халӑхсем хушшинчи чӗлхене (паян вӑл — акӑлчан, ыран — китай пулӗ). Тата хӑвӑн чун киленӗҫӗн чӗлхине. Опера килӗшсен, сӑмахран, итали чӗлхине, сыр юратсан — хрантсуссенне. Чӗлхене ҫухатни культура автономине, ӑс-хакӑл суверенитетне, чуна ҫухатни тенӗ ӑсчах. Чӗлхене вӗлернӗшӗн (лингвицидшӑн) е пӗр чӗлхе теприне ҫӑтса янӑшӑн (вырӑсла каласан ку вӑл глотофагия пулать) халӑхсен патшалӑхран компенсаци ыйтмалла тесе каланӑ лингвист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ. 34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Елчӗкре пӗр рабочи канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ чухне тӑпра айне пулнӑ. Вӑл 3 метр тарӑнӑш траншейӑра пулнӑ чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ, хӗстерсе лартнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ-ха, анчах тепӗр икӗ эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, унӑн чӗри тапма чарӑннӑ. Следстви хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслес тӗллевпе предприятирен документсене илнӗ, йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа следстви органӗ предприяти директорне айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ. «Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |