Культура
![]() Шупашкар хули Атӑлҫипе Урал тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсен опычӗпе паллашмалли центр пулса тӑнӑ. Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) фестиваль уҫӑлнӑ. Унта ҫамрӑксен наци театрӗсем, ҫамрӑксен тата драма театрӗсем тӗрлӗ стильлӗ тата жанрлӑ спектакльсемпе пухӑннӑ. Капла мероприяти Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш хут иртет. Унӑн тӗп йӗркелӳҫи — Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ. Жюри ертӳҫи, Мускаври театровед, театр критикӗ, «Ылтӑн маска» премин эксперт канашӗн пайташӗ Полина Богданова Станиславский каланине аса илтерсе ачасем валли аслисем валли евӗрех, анчах тата лайӑхрах вылямаллине палӑртнӑ. Паян икӗ спектакле хакланӑ: Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Александр Пӑрттан «Дети ветра» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ юмахне тата Козьмодемьянск академи драма театрӗн «Муравьиная свадьба» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ этноюмахне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ. Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ. Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак кунсенче тавралӑх юрпа витӗнме тытӑнчӗ. Шӑматкун пӑрлӑ ҫумӑр та ҫурӗ. Хальлӗхе юр нумаях мар-ха, вӑл кӑштах ирӗлет. Анчах ҫитес кунсенче тавралӑх шуралӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран юр, ҫумӑр ҫумасть, юнкун вара ҫил-тӑман тухӗ. Ҫав кунран пуҫласа ҫил те вӑйланӗ, ҫеккунтра 16 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Кӗҫнерникун юр нумай ҫӑвӗ, хӑш-пӗр вырӑнта вӑл 5 сантиметр ҫӳллӗшех выртӗ. Эрнекун хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ, анчах ҫанталӑк сивӗрех пулӗ, ҫӗрле 11 градус таранах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче тӳпене каллех пӗлӗтсем карса илӗҫ, юр ҫукалӗ. Сывлӑш температури 0-5 градус сивӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарти шкулсенче ачасене пӗрешкел ҫитерме тытӑнӗҫ. Ку комплекслӑ ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсене пырса тивет. Улшӑнӑва пула хаксем ӳсмӗҫ, ҫав шайрах юлӗҫ. Ку ыйтӑва вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗнчех ҫӗкленӗ. Ун чухне вӗренӳ управленийӗн специалисчӗсем комбинат ӗҫченӗсемпе тӗл пулса шкулта пӗрешкел меню тӑвасси пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта шкулсене ултӑ апатлану комбиначӗ апатпа тивӗҫтерет. Вӗсем ҫулсеренех меню хатӗрлеҫҫӗ, блюдӑсене, порцисен, калорисен виҫисене палӑртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн 67 проценчӗ пӗрлехи менюна ырланӑ. Иртӗ эрнекун шкулти менюна ашшӗ-амӑшӗн экспертпа консультаци канашӗ сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче хулари шкулсенчи апатлану хакӗ ӳснӗ. Кӗҫӗн класри ачасем ирхи тата кӑнтӑрлахи апатшӑн кунне 75 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аслӑраххисем – тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ. Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК. Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сар.ru сӑнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне хут уйӑрттармашкӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче (каласа хӑвармалла: ӑна кунта пурӑнакансем ҫулленех чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ) ЗАГСра вун виҫӗ мӑшӑр ҫырӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Александр Николаевпа Наталья Сергеева самай уйрӑлса тӑнӑ. Хайхискерсем ҫемье ҫуралнине чӑн чӑваш тумӗ тӑхӑнса ирттерме шухӑшланӑ. Хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, уяв чӑннипех те илемлӗ иртнӗ, залра чӑвашлӑх хуҫаланнӑ. «Ҫамрӑксем мӑн аслашшӗсен ырӑ йӑли-йӗркине манманни савӑнтарать, вӗсем хӑйсен туйне чӑвашлӑх сӗмӗ кӗртни шӑпах ҫакна ҫирӗплетет», — ҫырнӑ ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнче пурӑнакан арҫын ултавҫӑсем виҫӗ хутчен шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн 870 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах ирнӗ уйӑхра пуҫланнӑ. 49 ҫулти арҫын патне хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе прокуратура ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер медпрепарат туянакансене патшалӑх 580 пин тенкӗ компенсаци парасси пирки пӗлтернӗ. Чӑнах та, темиҫе ҫул каялла ҫак арҫын биодобавка туяннӑ пулнӑ-мӗн. Анчах компенсаци илес тесен патшалӑх пошлини – 29 пин тенкӗ – тӳлемелле-мӗн. Арҫын ыйтнине пурнӑҫланӑ. Темиҫе кунран каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче акӑ мӗн пӗлтернӗ: укҫа Шупашкарти банк счечӗ ҫине куҫнӑ, анчах страхлавшӑн 116 пин тенкӗ тӳлемелле. Ӑна вӑл кайран каялла илейӗ. Арҫын каллех укҫа куҫарнӑ. Ултавҫӑсем кунпа та лӑпланман, тепре шӑнкӑравланӑ. Татах суйнӑ: вӗсем 580 пин вырӑнне йӑнӑшпа 1 миллион та 160 пин куҫарнӑ имӗш. Тӗрлӗ сӑлтав тупса тепӗр 490 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла майпа арҫын вӗсене 870 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑсем каллех шӑнкӑравланӑ. Хальхинче 3 миллион тенкӗ пама шантарнӑ. Юрать, арҫын тӑна кӗнӗ, укҫа куҫарма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полици уйрӑмне утнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Патӑрьелти пӗр лавкка сутуҫи каҫхине укҫа шутланӑ. Хайхискер 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа пуррине асӑрханӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ вӑл? Лавккана кӗнӗ пӗр ҫын унпа таваршӑн тӳленӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Полицейскисен суя укҫа ӑҫтан тупӑннине те уҫӑмлатма тивӗ. ШӖМ асӑрхаттарать: хӑвӑр енчӗке суя укҫа лекнине курсан кун пирки тӳрех полицие пӗлтермелле, вӑл мӗнле майпа сирӗн алла кӗнине аса илсе каласа кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. «Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ. Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ. Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти вырӑс драма театрӗн артисчӗсем автоинкеке лекнӗ. Вӗсем Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинче гастрольте пулнӑ. Каялла килме каҫхи спектакль хыҫҫӑн тухнӑ. Ирпе Шупашкара таврӑнма палӑртнӑ. Ҫула тухсан, пӗр сехет кайсан, автобус пӑрлак ҫул ҫинче ҫаврӑнса ӳкнӗ, кювета чӑмнӑ. Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 20-е яхӑн ҫын пулнӑ. Турра шӗкӗр, пурте чӗрӗ-сывӑ. Анчах ыраттармасӑр пулман паллах. Ушкӑнри пӗр артистка самай суранланнӑ. Ӑна валли васкавлӑ пулӑшу машини чӗнме тивнӗ. Инкеке лекнӗ ҫынсем Кинешмаран автобус пырса илессе сехет ытла кӗтсе тӑнӑ. Сивӗ ҫӗрте. Уйра. Кайран вӗсене каялла илсе кайнӑ. Рита Кириллова шухӑшланӑ тӑрӑх, автобуссене каҫхине пассажирсене турттарма чармалла. Уйрӑмах — хӗлле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |