Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑн ыйтӑвӗпе прокуратурӑна янӑ ыйтӑвӑн хуравне Фейсбукра пичетленӗ. Ҫийӗнчен: «Прокуратура манӑн ыйтусене хуравласа ывӑннӑ...», — тесе ҫырнӑ.
Халӑх тарҫи Куславкка райорнӗнчи Кунер ялӗнче ҫӳп-ҫап лапамӗпе контейнерӗ ҫукки пирки надзор органне ҫырнӑ иккен. Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.П. Евграфов депутат ыйтӑвне Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцине ярса панине пӗлтернӗ.
Хуравра Чӑваш Республикинче депутат статусӗ ҫинчен калакан 2012 ҫулта йышӑннӑ саккунӑн 15-мӗш статйи пирки те аса илтернӗ. Асӑннӑ документра халӑх тарҫин ӑҫта тата камсем патне ыйту яма юранине палӑртнине, прокуратура ҫав списокра ҫуккине пӗлтернӗ.