Хулара
![]() Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрне Алексей Романович Логинова халалласа палӑк лартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара унӑн ячӗпе урам хисепленме тытӑннӑ. Пӑхӑр скульптурӑна А.Логинов урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ЧР ШӖМӗпе ҫак ведомствӑн медсанчаҫӗ хушшинче пулӗ. Палӑка тумашкӑн 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «ЖКХ управленийӗ тата хӑтлӑх» организаци Петр Пупин скульпторпа килӗшӳ тунӑ. Шӑпах вӑл палӑк авторӗ. Скульптурӑна 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнчи 10 ҫулти ачана шыраҫҫӗ. Вӑл 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче килтен тухса кайнӑ иккен. Ӗрӗнпур облаҫӗнчи Сакмар районӗнчи Чапаевски поселокӗнче пурӑннӑ Данила Казаков халӗ ӑҫти паллӑ мар. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнпа пӑхсан ача вунӑ ҫулсенче пек курӑнать, ҫуллӗшӗ 140 сантиметра яхӑн, начаркка кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫутӑ тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух капюшонлӑ хӗрлӗ куртка, чӗркуҫҫи тӗлӗнче кӗсьеллӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ джинс шӑлавар, ҫыхнӑ хура калпак, хура пушмак, кӑвак майка тӑхӑннӑ. Ача телефонсӑр тата укҫсӑрах тухса кайнӑ. Ача Чӗмпӗр облаҫӗ енне Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӑваш Ен, Мордва Республики тата Самар облаҫӗ урлӑ ҫул тытма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Унта арҫын ачан ашшӗ пурӑнать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать. Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ. Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ. Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫак уйӑхӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӳҫӗ-хӗрарӑмсем Раҫҫейӗн Уҫӑ кубокне пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» спорт керменӗнче иртӗ. Раҫҫейри вӑйлӑ хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ тата Монголи спортсменкисем те кӗрешӗҫ. Беларуҫ командипе 2016 ҫулхи Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Мария Мамашук тата Европӑн 2013 ҫулхи чемпионки Ирина Курочкина килсе ҫитмелле. Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗне сӑнлакан фарфор матрёшка, ӑна 24 каратран тӑракан ылтӑнпа капӑрлатнӑ, тивӗҫӗ. Финал кунӗнче «Hi-Fi» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта Boney M. ушкӑн килнӗччӗ, 2016 ҫулта — Сосо Павлиашвили, пӗлтӗр — «Иванушки Интернешнл». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Республикӑри экспертиза центрӗ Шупашкарта ҫутӑсен строительство сечӗн проект документацине ырланӑ. Тӗплӗнрех каласан, Улатӑр ҫулӗ ҫинче стационар электричество ҫуттин строительствин проекчӗ лайӑх хака тивӗҫнӗ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Богдан Хмельницкий урамӗнчен пуҫласа М-7 ҫул таран, чукун ҫул иртсе кайнӑ вырӑна ҫити, ҫутӑ пулмалла. Пӗтӗмпе - 5 ҫухрӑм. Ҫул хӗррипе светодиодлӑ светильниксем вырнаҫтарӗҫ. Ку, паллах, лайӑх. Каҫхине машинӑсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗрех тата хӑрушсӑртарах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Владимир Кузьминӑн «Тымар» романӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗсем – Е.Ю. Ивановӑпа В.Н. Алексеев. 1000 тиражпа пичетленнӗ кӗнекене С.В. Гончаров художник илемлетнӗ. Роман «Ҫӗр аннерен хакли ҫук», «Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ» тата «Телей уҫҫи ҫумрах» пайсенчен тӑрать иккен. «Унта чӑваш ялӗ, хресченӗн кун-ҫулӗ еплерех аталанса-улшӑнса пыни тӗп вырӑн йышӑнать. Ҫӗршыври улшӑнусем чӑваш ялӗнче те сисӗнмесӗр юлмаҫҫӗ, ялта ҫуралса ӳснӗ яш-кӗрӗм хуланалла талпӑнать. Хайлаври тӗп сӑнарсем – Салакайӑксен йӑхӗнчи ҫынсем», — пӗлтерет Ольга Федорова. Романри ӗҫ-пуҫ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пуҫланать те 2017 ҫулта вӗҫленет. Тӗп тема — юрату. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче паян «Самана таппи» кӑларӑм пулчӗ. Вӑл — «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗпе пӗрле йӗркеленӗ передача. Ӑна Рената Волкова тата «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова ертсе пычӗҫ. Кӑларӑма Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Осипов музыковед хутшӑнчӗҫ. Кӑларӑмра хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзине тата эстрадине тишкерес тӗллев лартнӑ. Александр Осипов ташламалли тата итлемелли юрӑсем пур тесшӗн пулчӗ. Айван сӑмахсемлӗ юрӑсем пирки калаҫнӑ май Альбина Юрату ҫамрӑксене хӑйсен хӗрӳлӗхне кӑларса яма ун пеккисем те кирлӗ тесшӗн пулчӗ. Юрӑсенче вырӑс сӑмахӗсене усӑ курни пирки те сӑмах хускатрӗҫ. Хӑш-пӗр юрӑра вӑрланӑ кӗвӗ тӗл пулни пирки те калаҫу пулчӗ. |
Апат-ҫимӗҫ
![]() Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫур тонна ытла пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутлӑхран туртса илнӗ. Ведомство ятарласа тӗрӗслев ирттернӗ. Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлан потребительсем валли тӗрӗс информаци пулман, вӗсем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене те тивӗҫтермен. Кӑҫал 10 уйӑхра пахча ҫимӗҫрен илнӗ 809 пробӑна нитратсене, пестицидсене, мышьяк, ртуть тупса палӑртас тӗллевпе тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрлӗ кӑшманран, ҫӗрулмирен, дыньӑран илнӗ 12 проба хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен. Вӗсене нитрат тупнӑ. Кунашкал пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутакансене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре «Сурские зори» турбазӑран инҫех мар, Сӑр юханшывӗ ҫинче, пулӑҫӑ пӑр айне кайнӑ. Юрать, ку инкекпе вӗҫленмен, ӑна ҫавӑнтах пулӑ тытакан арҫынсем ҫӑлнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен асӑрхаттарать: пӑр хулӑнӑшӗ 7 сантиметр пулсан ҫеҫ ҫыннӑн ун тӑрӑх утма юрать. Хальлӗхе пӑр ҫирӗпех мар-ха, хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех. Пӑр мӗн хулӑнӑш пулнине ҫак каҫӑпа кайсан пӗлме пулать: http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=203&id=1164999. Тата ҫакна астумалла: пулӑҫӑсен пӗр вырӑнта ушкӑнпа пухӑнма, вак нумай касма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |