Статистика
![]() Кӑҫалхи икӗ уйӑхра Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен ӗҫӗ-хӗлне тишкерсе черетлӗ танлаштарӑм хатӗрленӗ. Экспертсен шухӑшӗпе, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ. «Танлаштарӑм» информаци комуникацийӗсен центрӗн даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Михаил Васильевич 56-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Вӑл танлаштарӑмӑн иккӗмӗш ушкӑнне лекнӗ. Сӑмах май, унта пӗтӗмпе 85 йӗрке. Аса илтерер: 2018 ҫулта хатӗрленӗ танлаштарӑмра Михаил Игнатьев 50-мӗш вырӑнта пулнӑ. Эппин, вӑл халӗ 6 йӗрке аннӑ. Палӑртмалла: малти йӗркесене Мускав мэрӗ Сергей Собянин, Тӗмен облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Моор, Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Дюмин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уява йӗркелекенсен комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хулари Общество канашӗ те хутшӑннӑ. Ларура юбилейре иртекен мероприятисене сӳтсе явнӑ. Уява ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак пысӑк уявпа ҫыхӑннӑ мӗнле мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ха пире кӑҫал? Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал пулӑшнипе Чӑваш Ене 150 телеертӳҫӗ, артист, олимп чемпионӗ килӗ. Ҫак кун «Спартак» стадиона Леонид Якубович телеертӳҫӗ вертолетпа анса ларӗ, вӑл шкула ҫӳремен ачасене, футбола вылякансене, мороженӑй парнелӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗнче Шупашкара «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килӗ. Ларура уявӑн талисманӗ пирки те вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Вӑл кӑвакал чӗппи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кристина Кускова Красноярск хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра Чӑваш Енӗн тӑватӑ спортсменӗ вӑй виҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ_. Пирӗннисенчен ӑмӑртӑва чи малтан Кристина Кускова хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗлтӗрпе тупӑшакансем персьютра 5 тата 10 километра ирӗклӗ мелпе чупнӑ. Пирӗн ентешӗмӗр ҫиччӗмӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулсан Кристина Кускова XXIX Пӗтӗм тӗнчери хӗллехи Универсиадӑра чи вӑйлӑ 10 йӗлтӗрҫӗ шутне лекнине эпир хӑпартлансах пӗлтеретпӗр. Аса илтерер, Чӑваш Республикинчен кӑҫалхи хӗллехи Универсиадӑна Лана Прусаковӑпа Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑсем, Кристина Кускова йӗлтӗрҫӗ тата Алексей Петров биатлонист хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл. Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ 9-мӗш юсанмалли колонин ҫамрӑк ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, колонире вӑй хуракан 22 ҫулти каччӑ 2018 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче юсанмалли колоние виҫӗ телефон илсе кӗнӗ. Кун пирки вӑл ҫав учрежденире ларакан пӗр ҫынпа калаҫса татӑлнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑксер 13 пин тенкӗ кӗсйине чикнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Каччӑ ҫак ӗҫе мӗншӗн тата мӗнле условисемпе тунине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял вӑтам шкулӗн директорне судпа айӑпласшӑн. Вӑл тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ, анчах лешӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасӑрах шалу илнӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче директор тирпейлӳҫе ӗҫе илмелли пирки суя хушу хатӗрленӗ. Анчах вӑл тирпейлӳҫӗ ӗҫлемессине пӗлнӗ, унӑн ӗҫӗсене ыттисем пурнӑҫланӑ. Ҫапла май ҫав ҫын ячӗпе Пенси фондне укҫа куҫарнӑ. Прокуратура пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Епле приставкӑпа кабель е мӗн йышши телевизор кирлине пӗлменнисем патне нимеҫӗсем ҫитессине хыпарланӑччӗ. Анчах вӗсем кам патне тата мӗнле майпа каясси ун чухне уҫӑмлӑ марччӗ. Халӗ вара Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви республикӑра «хӗрӳ лини» телефонне уҫассине пӗлтернӗ. Шӑнкӑравсене (8352) 26-11-11 номерпе пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен шӑнкӑравсене тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекурава сӳнтернӗ хыҫҫӑн ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шӑмат кун та ӗҫлӗ. Унӑн ӗҫ вӑхӑтне те ун чухне тӑсӗҫ: ирхи 8-тан пуҫласа 20-ччен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 2-мӗшӗччен вӑл каллех тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР ШӖМӗн пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хваттерте пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ. 64-ри арҫын 47 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннине саккуна пӑсса пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара унпа пурӑнмасть те. Ҫавна май Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккун тӑрӑх, пропискӑна тӑратнӑ ют ҫӗршыв ҫыннин ҫав хваттерте пӗрле пурӑнмалла. Ҫакна шута илмесен пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхшӗн 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, виҫӗ кӑларӑмпа тухнӑ «Синонимсен словарӗн» тата чӑвашла-казахла, чӑвашла-удмуртла словарьсен авторӗ Елизавета Фёдоровна Васильева хӑйӗн юбилейне паллӑ турӗ — 85 ҫул тултарчӗ. Ватӑ тӗпчевҫе ӗҫтешӗсем манмаҫҫӗ, ҫуралнӑ кунӗнче ҫулленех Елизавета Фёдоровна патне хӑнана килсе каяҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем ку йӑлана пӑрахмарӗҫ: Андрей Филиппов пулӑшнипе Элӗк районӗнчи Синер ялне ҫитрӗҫ — гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчен Геннадий Дегтярёв, вӗренӳ институтӗнчен Юрий Виноградов тата «Чӑвашкино» директорӗн ҫумӗ Олег Цыпленков, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников. Шупашкартан ҫитнӗ хӑнасене Елизавета Фёдоровнӑпа пӗрле ывӑлӗ Сергей Викторович тата кӳршӗри хурӑнташӗ Нина Дмитриева хапӑл кӗтсе илчӗҫ. Елизавета Фёдоровна хӑнасене паянхи кун мӗн ӗҫпе пурӑннине каласа пачӗ. Сывлӑхӗ хавшанӑ пулин те ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ пӳлӗмне чӑнкӑ пусмапа кунне аллӑ хутран кая мар хӑпарса анать. Хӑй каланӑ тӑрӑх ҫакӑ ӑна хавшаклӑха сирме пулӑшать. Ҫулла пулсан сакӑрвуннӑран иртнӗ тӗпчевҫӗ вӑхӑта ытларах пахчара ирттерет — унӑн йӑранӗсем ҫинче пӗр ҫум та вӑй илеймест. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Панкратов Николай Иванович, Социалистла Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |