|
Хулара
![]() Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн. Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет. Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тата тӑван халӑхӑмӑр культурине аталантарма пулӑшса пыракан вырӑнти тӳре-шара ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашлӑва пухӑннӑ. Унта Акатуй ирттерес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки эпир ҫав енчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбура хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. Чӑвашсен уявне сӳтсе явакан мероприятие видеоконференцҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа Тӗментисем тата Аромашево ялӗнче пурӑнакан хастарсем канашлама пултарнӑ. Вӗсем Акатуя епле ирттересси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канаша итленӗ. Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлама калаҫса татӑлнӑ. Ираида Маслова пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре лаша ӑмӑртавӗ пуҫланӗ, 12 сехетре — ытти мероприяти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлия Назарова тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман. «Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха? Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() РИА Новости сайтӗнче сӑн Кӑҫал Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивальте пӗтӗм тӗнчери программӑна кӑтартма палӑртнӑ, унта Австралири, Данири тата Польшӑри фильмсем кӗрӗҫ. Яланхи пекех этника тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта Пушкӑртстанри, Кабарда-Балкарти, Бурят Республикинчи тата ытти регионти ӗҫсем кӗрӗҫ. «Кино – ачасене» программа та пулӗ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, кинофестивале Раҫҫей халӑх артисчӗ Виктор Сухоруков килме кӑмӑл тунӑ. Паллах, ытти паллӑ хӑна та пулӗ. Каласа хӑвармалла: кинофестиваль кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет. Ӑна 2008 ҫулта ЧР Президенчӗ Николай Федоров ҫирӗплетнӗ. 2009 ҫулта республика правительстви ӑна ҫулсерен ирттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ҫирӗплетнӗ хушӑва паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Каласа хӑвармалла, Александра Юсупова ку должноҫре 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Алексей Грищенкӑн икӗ ҫум. Пӗри — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, тепри — министр ҫумӗ-Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта вырнаҫнӑ Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче Якут Республикинчен килнӗ ачасем пулнӑ. Ҫамрӑк хӑнасем — асӑннӑ регионти музыкантсем. Вӗсем Якутскри «Дети солнца» (чӑв. Хӗвел ачисем) и «Божественный свет» (чӑв. Турӑ ҫути) этника ушкӑнӗсене ҫӳреҫҫӗ. Аякри ҫула ҫывӑхлатса пӗчӗк музыкантсем Тӗрӗк халӑхӗсен Пӗтӗм тӗнчери VII «URMAI-ZALIDA» культурӑпа искусство фестивальне килнӗ. Мероприяти Комсомольски районӗнчи Урмаелте иртет. Фестивале этномузыкӑна сарассипе ӗҫлекен ушкӑнсене тата уйрӑм юрӑҫсемпе музыкҫӑсене тупса палӑртса вӗсене аталантарма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Раҫейри регионсемпе ют ҫӗршывсемпе тытакан туслӑ ҫыхӑнӑва сарас шухӑш та пур. Якутскран килнӗ хӑнасене чӑвашсемпе эрменсен художникӗн Каллиста Иванован «Урӑх тӗнче» куравӗпе тата ытти ӗҫпе паллаштарнӑ. Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн музейӗн экспоначӗсемпе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ. Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал Чӑваш Енри мӗнпур ачаран ҫуррине ытла, тӗрӗсрех 65 процентне, каникулти пушӑ вӑхӑтра усӑллӑ канма май туса парӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов республика хыснинче 100 пин ытла ача валли кӗмӗл пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура вӑл бюджетран 470 ытла миллион тенкӗ уйӑрассине каланӑ. Профиль сменӑшӑн путевка хакӗ 16 464 тенкӗ пулӗ, сиплев путевки – 14 962 тенкӗ. Кӑҫал профиль сменӑсене пурӗ 16 уҫма палӑртнӑ. Ун вӑхӑтӗнче 1 пин ытла ача канӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире тӑракан ачасене те манма хушман. Ун пеккисен 20 процентӗнчен кая мар йышне ҫуллахи вӑхӑтра кантарма май тупмалла. Ҫапла хушнӑ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ. Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ. Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ. «Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
