Чӑвашлӑх
![]() «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ. «Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӗркунне ҫитнӗ май хваттер тара илме хакланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «МИР КВАРТИР» (чӑв. Хваттер тӗнчи) портал эксперчӗсем. Вӗсем хваттер тара илсе пурӑнни хӑш хулара мӗн хака ларнине пӗтӗмлетнӗ. 300 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакан 69 пысӑк хулана тишкернӗ. Чи хаклӑ хула — Мускав. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илме уйӑхсерен вӑтамран 32 пин те 907 тенкӗ кӑларса хумалла. Сочи тата Питӗр хулисенче те йӳнӗ мар. Вӗсенче 22 пине яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар вӑл енчен йӳнӗ хуласен йышне лекнӗ. Кунта уйӑхсерен вӑтамран 6 пин те 954 тенкӗ тӳлесе хваттер тара илме пулать. Шупашкар виҫӗ пӳлӗмлӗ чи йӳнӗ пилӗк хула йышне те кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳлӗмлисен хуҫисем кӗр енне хаксене хӑпартнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене килес ҫул пирӗн ҫӗршывра икӗ хутчен ӳстерме палӑртаҫҫӗ. Малтанхи хут — кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, кайран — утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен. Хаксене икӗ ӑстрӑмпа хӑпартасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута РФ Министрсен Кабинечӗн сайтне паян вырнаҫтарнӑ. Тарифсене ҫулталӑкра икӗ хут ӳстерме йышӑннине хушма хакран илекен налук виҫи 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хальхи 18 процентран 20 процента ҫитессипе сӑлтавланӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу хакне ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 1,7 процент ӳстерӗҫ, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 2,4 процент. Тепӗр майлӑ каласан, ҫак хисеп пӗтӗмпе 4,1 процента ҫитӗ. Апла пулсан вӑл ытти ҫулхи виҫе шайӗнчех юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ураскилт урамӗ Красноармейски район сучӗ ачасене шкула автобуспа турттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Унта сӑмах Ураскилт шкулӗнче 1-4-мӗш классенче вӗренекенсем пирки пырать. Прокуратура тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, Элӗк район администрацийӗн ҫавсене вӗренӳ учрежденине тата киле автобуспа турттармаллах. Ураскилт ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑн Тукташ, Кӗҫӗн Тукташ, Шӗнтреш, Тури Вылӑ ялӗсенче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Ураскилте автобуспа турттармаҫҫӗ тесе район прокуратурине евитленӗ. Ушкӑнпа шӑрҫаланӑ ҫырӑва Элӗк район прокуратури тишкернӗ те аслисем тӗрӗсех пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Ачасен правине хӳтӗлесе надзор органӗ суда ҫитнӗ. Элӗксен ӗҫне Красноармейски район сучӗ (унтисенне ҫавӑнта тишкереҫҫӗ) ачасене майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем урлӑ машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫул тума палӑртаҫҫӗ. Анчах ку вӑл — республика шайӗнче пурнӑҫлакан проект мар. «Европа – Западный Китай» (чӑв. Европа — Хӗвеланӑҫ Китай) тӗнче шайӗнчи автоҫула тӑвассине ҫӗршыв ертӳҫисем татса панӑ. Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ҫав ҫула тума пама май пама услови йӗркелесси ҫинчен калакан йышӑнӑва нумаях пулмасть алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ҫӗнӗ объект тӑвакан вырӑна лекме пултаракан ҫӗр лаптӑкӗсене, куҫма пурлӑха халех палӑртмалла. Куншӑн яваплисем — маларах асӑннӑ Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем тата Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорт реформи пуҫланать. Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ларакан тӳре-шара транспорт сетье оптимизацилеме тата ҫул ҫине пысӑкрах автобуссене ытларах кӑларма палӑртса хунӑ. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш автобуссен ҫулӗ ылмашӗ. 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш номерлӗ автобуссем ҫӳреме пӑрахӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗлӗх те пулӗ. Пӗрлехи транспорт карттисӗр пуҫне ҫул укҫине банк карттисем урлӑ тӳлеме май туса парасшӑн. Ҫул укҫипе смартфон, ҫавӑн пекех Apple Pay, Samsung Pay тата Google Pay технологиллӗ урӑх гаджет урлӑ татӑлма ирӗк парӗҫ. Ҫӗнӗлӗх малтанласа сӑнав мелӗпе ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ. Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ. Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Павлов тӗлӗшпе приговор вуланӑ. 39-ти пуҫлӑх ку пукана пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ҫав уйӑх вӗҫӗнчех вӑл 15 вӗренӳ организацине ЖКХн муниципалитет предприятийӗпе килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтса ҫыру ҫырнӑ. Лешсен кун хыҫҫӑн «МНФ «Энергосервис» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Палӑртмалла: Андрей Павлов 2008-2011 ҫулсенче унта директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем пуҫлӑх мӗн хушине пурнӑҫланӑ. Ҫапла майпа муницпалитет учрежденийӗ 490 пин тенкӗ тупӑш илеймен. Пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Вӑл патшалӑх службинче 2 ҫул должноҫ йышӑнаймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |